29 мая 2010 г.
Çĕнĕ Ахпÿртри модельлĕ библиотекăна ял халăхĕ йышлă çÿрет. Вĕсем хушшинче ватти те, вĕтти те пур. С. Тукмакова библиотекарь пĕлтернĕ тăрăх, вулакансенчен чи-чи кĕçĕнни А. Положина. Вăл пилĕк çулта çеç пулин те кĕнекепе туслашма ĕлкĕрнĕ. Чăвашла тата вырăсла юмахсене пĕр такăнмасăр вулать.
Чи аслă вулакансенчен пĕри вара В. Уруков вăрçă ветеранĕ. Вячеслав Александрович ытларах историпе çыхăннă кĕнекесене кăмăллать.
Паян модельлĕ библиотека кĕнекесенчен те пуян. Унăн фондĕнче хальхи вăхăтра 7494 чăвашла тата вырăсла кĕнеке упранать. Унсăр пуçне çамрăксем компьютер вăйĕпе те анлăн усă кураççĕ: рефератсем çыраççĕ, интернет çыхăнăвĕпе хăйсене кирлĕ информацисене шыраса тупаççĕ.