АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пул, тăван шкул, сывă пул!

29 мая 2010 г.

Районти 16 вăтам, 6 пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп, 12 пуçламăш шкулсенче юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Вĕренÿ çулĕ вĕçленнĕ май ирттернĕ уяв линейкисене район администрацийĕн, вĕрентÿ пайĕн представителĕсем, ял поселенийĕн пуçлăхĕсем, район тата ял поселенийĕсен депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсем тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Çитĕнсе пыракан кашни ачах пысăкланса пурнăç çулĕ çине тухма ĕмĕтленет, çулсем иртни сисĕнмест те. Вун пĕр çул сумка çакса çÿрекенсемшĕн юлашки янăрать шăнкăрав. Юратнă учительсем, урок умĕнхи пăшăрханусем, пирвайхи юрату хыçа юлаççĕ. Умра вара – экзаменсем... Вĕсене ăнăçлă тытасса шансах тăрас килет.

Тутар Сăкăт. Район пуçлăхĕ Н.Глухов юлашки шăнкăравра Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта пулчĕ. Вун пĕрмĕш класпа 19 ача сыв пулашрĕç. Каччăсемпе хĕрсем алла-аллăн тытса шкул картишне тухрĕç. Учительсем, ашшĕ-амăшĕ, ял-йыш вĕсене алă çупса кĕтсе илчĕç. Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене пăхсан куç шывланатех. Савăнăç куççулĕ те вăл, уйрăлу куççулĕ те. Кашнийĕшĕн хăйĕн шăпи. Малашлăхра çамрăксен çулĕ йÿпленĕ.

Шкулта 204 ача пĕлÿ пухать. Тăххăрмĕш класран 18 вĕренекен тухать. Сентябрьтен парта хушшине пĕрремĕш хут вун улттăн ларма ĕмĕтленеççĕ. Вĕренекенсен ытларах пайĕ “4” тата “5” паллăсем çеç илеççĕ. Юлашки шăнкăрав вара выпускниксемшĕн яланлăхах асра юлĕ.

Нăрваш Шăхаль. Кунти вăтам шкулти вун пĕрмĕш класра вĕренекен вун икĕ ачашăн уроксене чĕнекен юлашки шăнкăрав янăрарĕ. Çав ятпа вĕсене районти вĕрентÿ пайĕн консультаципе диагностика центрĕн директорĕ Н. Анисимов, Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев, “Труд” ял хуçалăх кооперативĕн ертÿçи Н. Михайлов, тĕп бухгалтерĕ Г. Григорьева, педагогика ĕçĕн ветеранĕ А.Краснова, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçă участникĕ В. Яковлев учитель-пенсионер, пуçламăш классенче пĕлÿ панă Л. Айкина, класс ертÿçи Г. Шалтынова, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе Т. Кудряшова саламларĕç. Кĕçĕнреххисем асăнмалăх открыткăсем пачĕç. Вуннăмĕш класра пĕлÿ пухакансем ачалăхпа уйрăлнине систерекен шăнкăравсем çакрĕç.

“Чи лайăх выпускник” ята А. Исаков, “Чи лайăх выпускница” ята А. Айкина, “Чи лайăх спортсмен” ята К. Филиппова тивĕçрĕç.

Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Н. Яковлевпа “Труд” ял хуçалăх ертÿçи Н. Михайлов чи пултаруллисене парнесем пачĕç.

Патăрьел. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 120, иккĕмĕшĕнчи 32 ачашăн, професси училищинчи 146 вĕренекеншĕн, Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕнчи 160 студентшăн янăрарĕ юлашки шăнкăрав.

Спорт, культурăпа массăллă мероприятисен активисчĕсем, талантлисем, предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисем Хисеп хучĕсемпе тав çырăвĕсене, дипломсене тивĕçрĕç.

Пурнăç çулĕ çине тухаççĕ каччăсемпе хĕрсем. Кашнийĕшĕн хăйĕн малашлăхне хăйĕнех татса памалла. Пулас профессие суйласа илмелле. Халиччен ачасем аслă юлташĕсем, педагогсем, ашшĕ-амăшĕ çумĕнче пулнă. Кирлĕ канаша вĕсенченех илме тăрăшмалла малашне те.

Кивĕ Ахпÿрт. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкултан 12 ача вĕренсе тухать. Юлашки шăнкăрав ячĕпе ирттерекен уяв линейкине пурте капăр тумпа пынă. Выпускниксене шкул директорĕ О. Рыбкина, А. Павловпа Ф. Каргин педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, “Гвардеец” хуçалăх представителĕ И. Каргина, Туçа чиркĕвĕн пачăшки Николай атте, ашшĕ-амăшĕ ячĕпе В. Сеприханов, класс ертÿçи Р. Белкова саламларĕç.

Вĕренекенсен ĕçне кирлĕ пек хаклани чыслă самант пулчĕ. 2010 çулхи “Чи лайăх вĕренекен” ятсене Д. Мышин, Н. Ярусова, “Чи лайăх класс” ята саккăрмĕшсем (руководителĕ Л. Кошкина) тивĕçрĕç. А. Марков, А. Сеприханов, Д. Мышин, Н. Ярусова, А. Козлов, С. Козлова, А. Белкова тата ытти шкулпа сыв пуллашакансем вĕренÿре, спортра, обществăлла ĕçсенче палăрнăшăн Хисеп грамотисене тивĕç пулчĕç.

Тăххăрмĕшсем сăмах илчĕç, педагогсен ĕçне вырăна хурса хакларĕç. Пĕрремĕш класри Е. Углева вĕрентекен ачасем пиччĕшĕсемпе аппăшĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса вĕренсе пыма пулнине палăртса салам сăввисене вуларĕç.

Тăххăрмĕш класри Наташа Ярусовăпа пĕрремĕш класра вĕренекен Артем Капитонов юлашки шăнкăрав пачĕç.

Ыхра Çырми. Кунĕ хĕвеллĕ тăни вăтам шкултан вĕренсе тухакан 9 ачашăн малашлăх çулĕ ăнăçлă пуласса палăртнăнах туйăнчĕ. Выпускниксене районти вĕрентÿ пайĕн психологĕ С. Каштанова, шкул директорĕ М. Сайдашев, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Айбетов, пуçламăш классенче вĕрентнĕ Р. Яббарова саламларĕç. Вун пĕрмĕшсем эстафетăна пĕрремĕшсене пачĕç. Салам сăмахĕсем, хаваслă юрă-кĕвĕ татах та янăрарĕç. Юлашки шăнкăрав сасси çеç хупларĕ вĕсене.

А. Иванова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика