29 мая 2010 г.
Фермăра ĕçлекенсен ним пĕлмелле марри те çук пек туйăнать. Апла мар иккен, çакă “Батыревское” уçă акционерла пĕрлешĕвĕн ĕне ферминче ĕнесене машинăпа сăвакан тата выльăхсене искусствăлла майпа йăхтаракан операторсен конкурсĕнче питĕ лайăх курăнчĕ. Тупăшăва районти тĕп зоотехниксем, ĕне ферми заведующийĕсем, техник-осеменаторсем, дояркăсем тухрĕç. Пурĕ 11 çын: “Батыревское”, Ленин ячĕллĕ, “Красное знамя”, “Звезда”, “Исток”, “Труд” хуçалăхсенче тăрăшакансем хутшăнчĕç.
Дояркăсем чи малтанах теорине мĕнле пĕлнине кăтартса 20 ыйтăва хуравларĕç. Унтан сумалли аппаратсене вăхăтпа тĕрĕс сÿтсе пуçтарассипе вăй виçрĕç. Япаласене пĕр хутчен çеç тытма юрать. Кайран çав аппаратсемпе, татах вăхăтпа, ĕне сума ларчĕç. Кунта та тÿресем наука ыйтнине пăхăннине пăхрĕç.
Дояркăсем хушшинче чи пысăк балл “Батыревское” пĕрлешĕвĕн ĕçченĕ М. Сидукова пуçтарчĕ, çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. “Звезда” хуçалăхра вăй хуракан Н. Перепелкина, “Красное знамя” кооперативри И. Кузнецова та тÿресен хаклавне тивĕçрĕç.
Техник-осеменаторсем те хăйсен пĕлĕвне малтан хут çинче тĕрĕслерĕç, ыйтусене хуравларĕç. Теори пайĕ хыççăн вăрлăха микроскоппа пăхрĕç, унтан выльăха тĕрĕс мĕнле йăхтармаллине кăтартса пачĕç. Пуринчен те маттуртараххи Ленин ячĕллĕ агрофирмăн техник-осеменаторĕ Л.Стихова пулчĕ. “Труд” хуçалăхри К. Ульянован, “Батыревское” пĕрлешĕвĕн В. Убаевăн ĕçне те пысăка хурса хакларĕç.
Конкурса хутшăнакансене пурне те укçан парса чысларĕç. Çĕнтерÿçсем июнь уйăхĕнче республика шайĕнче иртекен конкурсра район чысне хÿтĕлĕç.
О. Павлова.