АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пуçлăхсем ĕçрен каяççĕ

29 мая 2010 г.

Çу уйăхĕн иккĕмĕш вунă кунлăхĕнче кăна икĕ район пуçлăхĕ район ертÿçин тилхепине урăххисене панă. Сăмахран, Вăрмар район пуçлăхĕ В.Кириллов ĕçрен хăтарма ыйтса çырнине депутатсен Пухăвĕн черетсĕр канашлăвĕнче тивĕçтернĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ăна Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров тав тунă. Район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçне ял хуçалăх пайĕн ертÿçи пулнă К. Никитин вăхăтлăха туса пырĕ.

Çу уйăхĕн 21-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай район депутачĕсем те хăйсен черетсĕр ларăвне пухăннă. Ĕçри пысăк çитменлĕхсемшĕн çирĕп асăрхаттарнă А. Криков пуçлăх пуканне пушатма килĕшнĕ. Районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕшĕн тата ытти ыйтушăн малашне вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ Т. Шереметьева яваплă пулĕ.

Красноармейски район пуçлăхĕ те отставкăна кайнă: С. Николаев хăй ирĕкĕпе ĕçрен хăтарма ыйтнине район депутачĕсем татса панă. Чăваш Ен Президенчĕ Н. Федоров Станислав Андреевича хăй тытăмлăх органĕсене чылай çул ăнăçлă ертсе пынăшăн тав тунă. Район пуçлăхĕн тивĕçĕсене, ăна контракт йĕркипе йышăниччен, пуçлăхăн пĕрремĕш çумĕ Н. Антонов пурнăçлĕ.

Улшăну “хумĕ” Етĕрнене те çитнĕ. Район депутачĕсен пухăвĕнче район пуçлăхĕ Е. Яранский хăйне çак должноçран хăтарма ыйтнине тивĕçтернĕ. Район пуçлăхĕн тивĕçĕсене пуçлăх çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи пулнă А.Филимонов вăхăтлăха пурнăçлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика