АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çинчен калакан саккуна пăхăнмалла

29 мая 2010 г.

Çĕр-шыври экономика лару-тăрăвĕ прокуратура органĕсенчен ĕçлекенсен прависене пăхăннине, ĕç укçипе вăхăтра тата туллин тивĕçтернине çирĕп тĕрĕслесе тăма ыйтать. Шел пулин те ĕçпе тивĕçтерекен кашни çын саккуна тĕп вырăна хумасть. Район прокуратури тĕрĕсленĕ И.Федоров индивидуаллă предприниматель те çав шута кĕнине кăтартса пачĕ.

Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 303 статйипе килĕшÿллĕн малтанах ĕçе вырнаçаканпа килĕшÿ çырмалла, федераллă саккунпа килĕшÿллĕн тĕрлĕрен взнос укçине тÿлемелле, пĕрремĕш хут ĕçе вырнаçакансемшĕн Патшалăх пенси страховани свидетельствине,Ĕç кодексĕн 309 статйипе кашнин валли ĕç кĕнекине уçмалла. И.Федоров предприниматель шăпах çав йĕркесене пăхăнман, Патăрьелĕнчи “Бытовая химия” магазинта ĕçлекенпе те çаплах хăтланнă. Унсăр пуçне сутуçăна уйăхне 2500 тенкĕ çеç тÿленĕ. 2009 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вара саккунпа килĕшÿллĕн чи пĕчĕк ĕç укçи 4330 тенкĕрен кая пулмалла мар.

Ĕç çинчен калакан саккуна пăснăшăн район прокурорĕ РФ Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан Кодексăн 5.27 статйин 1-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă. ЧР Патшалăх ĕç инспекцийĕн постановленийĕпе ăна штраф панă.

В.ПУТЯКОВ,

район прокурорĕн аслă пулăшуçи

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика