АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем – пирĕн пуласлăх

29 мая 2010 г.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна кашни çулах çÿллĕ шайра кĕтсе илме тăрăшатпăр. Ун умĕн тĕрлĕ енлĕ спорт ăмăртăвĕ йĕркелетпĕр, этапсене пайласа тухатпăр. Нумай хутчен район чемпионки пулнă, пиртен вăхăтсăр уйрăлса кайнă Оля Мартышкинăна асра тытса пуçаратпăр ăна. Унта Çĕнĕ Ахпÿрт тата Кивĕ Ахпÿрт шкулĕсенче вĕренекен ачасене те явăçтаратпăр.

Мероприяти планĕ пур. Тĕпре ачасен туслăхне, пĕлĕвне çирĕплетесси, çĕр-шыва юратма вĕрентесси, кĕтмен çĕртен сиксе тухакан пулăмсемпе наркомание хирĕç кĕрешме хăнăхтарасси, сывлăха çирĕплетме пулăшасси тăрать.

Конкурс 14 этаплă. Команда-класс кашнийĕнче йывăрлăхсене çĕнтерсе малтан-мала чупать, тĕрлĕ ыйту хуравлать. Азимут пĕлессине, пулăшу парассине, йывăрлăхсенчен тухассине, çут çанталăкпа туслă пулнине, противогазпа усă курассине, “шурлăх” урлă каçассине те шута илнĕ.

Хăйсен ăсталăхне, пĕлĕвне, пултарулăхне кăтартса 11-мĕш «е» класа çитекенни пулмарĕ. Вĕсенчен 2 балл хыçа юлса финиш йĕрне 11-мĕш «г» класс кĕчĕ. III-IV вырăнсене Çĕнĕ Ахпÿрт командипе 9-мĕш «а» класс пайларĕç. Мероприятие ачасем хастар хутшăнчĕç.

Çĕнтерÿçĕ командăсене оргкомитет асăнмалăх парнесем, Хисеп хучĕсем парса хавхалантарчĕ.

В. Антипов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика