29 мая 2010 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн уйрăмĕ çулсеренех шкул ачисемпе тĕрлĕрен конкурс ирттерет. Çамрăк инспекторсемпе йĕркелекен мероприятисен тĕллевĕ – ачасене кĕçĕн класранах çул-йĕр çинчи хăрушсăрлăх правилисене хăнăхтарасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнтарасси, физкультурăпа спорт енне явăçтарасси. Ачасен шкулта, ытти обществăлла вырăнта çеç мар, çул çинче те хăйсене культурăллă тытма вĕренмелле, йывăр лару-тăрăва çаклансан çухалса каймалла мар, саккуна пăхăнма, пурнăçлама хăнăхмалла. Нумай пулмасть йĕркеленĕ районти çамрăк инспекторсен конкурсĕнче ачасем шăпах çакна кăтартса пачĕç.
А. КАРГИНА,
районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.