29 мая 2010 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи стадионта тĕрлĕ шайри ăмăртусем час-часах иртеççĕ. Акă, виççĕмĕш çул Çветтуй Троица кунĕнче Шăхальсем хăйсенчен вăхăтсăр уйрăлса кайнă çамрăк спортсменсене асăнса мини-футбол йĕркелеççĕ. Вĕсем пурте хăй вăхăтĕнче спортăн тĕрлĕ енĕпе район чемпионĕсем пулнă. Сăмахран, Алексей Долгов кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн кандидачĕччĕ. Вăл республика тулашĕнчи ăмăртусенче те лайăх результатсем кăтартнă, республика чемпионĕ пулнă. Юрий Васильев велосипедпа чупса район чемпионĕ ятне тивĕçнĕччĕ. Унсăр пуçне йĕлтĕрпе эстафета ăмăртăвĕсен призерĕ, лапталла выляса район чемпионĕ пулнă. Александр Кошкин та лапталла, волейболла выляссипе, йĕлтĕр эстафетинче, туризм ăмăртăвĕнче районта вăйлисенчен пĕриччĕ. Юрий Смирнов штанга йăтассипе район тата республика чемпионĕ ятне илнĕччĕ. 2002-2003 вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕпе шкулта “Чи лайăх спортсмен” ята тивĕçнĕ.
Ăмăртăва пилĕк команда хутшăнчĕ. Вилнисене асăнса пĕр минут шăп тăнă хыççăн Нăрваш Шăхаль ял поселенийĕн пуçлăхĕ Н. Яковлев ăмăрту йĕркипе паллаштарчĕ. Шкулта физкультура учителĕ пулса ĕçленĕ В. Бородкин вăхăтсăр уйрăлнă çамрăк спортсменсен çитĕнĕвĕсене аса илчĕ, ашшĕ-амăшне асăну ăмăртăвне йĕркеленĕшĕн тав турĕ. Ун хыççăн спорт лаптăкне хуçасемпе Тăрăн ял поселенийĕнчи “Керамик” командăсем тухрĕç. “Керамик” команда район, республика шайĕнчи ăмăртусенче те призлă вырăнсем йышăннă, çавна май тĕл пулу питĕ интереслĕ, çивĕч иртрĕ. Футболистсем кашни мечĕкшĕн çине тăрса тупăшрĕç. Шăхальсем гол кĕртни хăнасене пăлхантарса ямарĕ. Пĕрремĕш тапхăр вĕçленнĕ тĕле шут 1:1 пулчĕ. Иккĕмĕшĕнче “Керамик” команда вăйлăраххи палăрчĕ, вăйă 2:1 шутпа вĕçленчĕ.
Тепĕр спорт лаптăкĕнче Нăрваш Шăхальсен иккĕмĕш командипе шкул ачисем вылярĕç. Кунта ăнăçу вĕренекенсен енче пулчĕ. Кайран Карапай Шăмăршăпа “Керамик” футболисчĕсем тупăшни пурне те кăсăклантарчĕ. Треньелсем пĕр-пĕрне лайăх пас парса вылянине пула куçса çÿрекен кубока çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Нăрваш Шăхаль ял администрацийĕн команди йышăнчĕ. Иртнĕ çулхи призерсем, Карапай Шăмăршăсем, Нăрваш Шăхаль шкулĕн командине выляса ярса тăваттăмĕш тухрĕç. Юлашкинчен çĕнтерÿçĕсемпе призлă вырăнсене йышăннă командăсене дипломсемпе укçан приз парса чысларĕç. Лайăх вылякансене те палăртса хăварчĕç. “Чи нумай гол тапса кĕртекен” ята хуçасен командинчи А. Еразумов, “Чи лайăх вратарь” чыса А. Смирнов (Нăрваш Шăхаль) тивĕçрĕç. Ю. Николаев (Нăрваш Шăхаль) “Чи çамрăк футболист”, В. Макаров (“Керамик”), “Чи аслă футболист” ята илчĕç. О. Романовпа (“Керамик”) В. Антонов (Карапай Шăмăршă) судьясем те парнесĕр юлмарĕç.
В. Бородкин.