29 мая 2010 г.
Чăваш Енре табак туртассипе хирĕç керешмелли куна “Табак тĕтĕмĕнчен ирĕклĕ республика” чĕнÿпе ирттереççĕ. Районсемпе хуласенче, предприятисемпе организацисенче çак кун тĕллевлĕ мероприятисем иртеççĕ. Тĕп хулари студентсен скверĕнче массăллă акци пулать.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ табака пĕрремĕш вĕлерекен шутне кĕртнĕ.
Раççей пирус туртассипе тĕнче шайĕнче малта тăрать. Чăваш Енре вара ачасем, хĕрсемпе хĕрарăмсем ун тĕтĕмне ăша яни пăшăрхантаратех.
Пирус туртнин сиенĕ пысăк. Экономика тăкакĕ те ÿсет. Туртаканăн ĕçлес пултарулăхĕ чакать.
Чăваш Ен – Атăлçи ахахĕ. Республикăра юлашки çулсенче мĕн-мĕн тунине Раççейĕн ытти регионĕсенче ĕмĕтленеççĕ çеç. Çав вăхăтрах сывлăх культури пысăках мар пирĕн. Чылай обществăлла вырăнта туртаççĕ. Ку енĕпе çирĕпрех саккун кăларма кирлине палăртса 130 пин çын алă пуснă. Вуншар организаци пирус туртассинчен хăтăлас тĕллевпе йышăну тунă. Эппин мĕн чарать-ха пире; Пăрахар пирус туртма.
И. Бердникова.