02 июня 2010 г.
Ишлĕри пĕлÿ паракан тĕп шкулта вĕренекенсем ялти чикĕ хуралçисене чыслăн саламланă. Уява вĕсем патша çарĕн пограничникĕ пулнă И. Коннов çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă.
Вĕренекенсен пĕр ушкăнĕ И. Григорьев ватă пограничник патĕнче пулнă. Вăл аллăмĕш çулсем пуçламăшĕнче Хĕвел Анăç Украинăра Совет Союзĕн Геройĕ Семен Пустельников ячĕллĕ заставăра службăра тăнă. Сакăрвунă çултан иртнĕ салтак шкул ачисене бандеровецсен вăрă-хурахла ĕçĕсем çинчен каласа панă. Тĕл пулу интереслĕ те, усăллă та иртнĕ.
Вĕренекенсене сăртлă-туллă Афганистан çĕр-шывĕн кăнтăр чиккинче пулнă А. Федотов аса илĕвĕ те тыткăнланă.
Юлашкинчен чикĕ хуралçисен тĕл пулăвне хутшăннисем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă И. Ивановпа А. Федотов пограничниксен вил тăпри çинче пулса пуç тайнă.