02 июня 2010 г.
Хуçалăхра вут-кăварпа, шăрпăкпа усă курнă чухне тимлĕ пулмаллине пушар хуралĕн ĕçченĕсем яланах асăрхаттараççĕ пулин те, çав-çавах инкексем пулсах тăраççĕ. Иртнĕ тунтикун, сăмахран, каллех Патăрьелĕнче ирхине 9 сехетре К. Лялькина хуçалăхĕнче пушар тухнă. Шкул çулне çитмен ача аслăк çине шăрпăкпа çăмарта илме хăпарнă хыççăн хуралтăсене вут хыпнă. Инкекре çурт тăрри те сиенленнĕ.
Районта çулталăк пуçланнăранпа 18 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра ăна 17 хутчен парăнтарнă. Юлашки уйăхра ачасем шăрпăкпа алхаснипе çине-çинех инкек пулнă. Çавăнпа та аслисен пĕчĕккисемпе ăнлантару ĕçĕ тумаллах.