02 июня 2010 г.
Шутлă вăхăт яланах хăвăрт иртет. Патăрьелĕнче пысăк та чыслă хăнасене пуçтарса Республика кунне пуçличчен 22 кун çеç юлчĕ. Уявра аякран та, çывăхран та килнĕ йышлă халăх савăнĕç. Пирĕн тивĕç – хăнасене Патăрьелле ăшшăн хапăл тăвасси, вĕсене хамăрăн йăла-йĕркепе, пурнăçпа паллаштарасси.
Хăнана кĕтнĕ чухне яланах тирпейлемелли, çĕнетмелли нумай тупăнать. Район центрĕ те хăйĕн сăнне чылай улăштарчĕ. Юлнă ĕçсем, хăш-пĕр кантур умне йĕркене кĕртмеллисем те пур-ха. Çавăнпа та чăн малтанах ертÿçĕсен район пуçлăхĕ лартнă тĕллевсене çак кунсенчех пурнăçламалла.