02 июня 2010 г.
Районта вырăна тухса Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Хальхинче ăна Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕнче йĕркелерĕç. Унта район пуçлăхĕпе унăн çумĕсем, ял поселенийĕн пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертÿçисем, районти организаци-предприяти руководителĕсем хутшăнчĕç.
Район пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пыракан ушкăн ĕçлĕ тĕл пулăва Татмăшри пуçламăш шкул-садикран пуçларĕ. Шкул çурчĕ кивĕ. Çапах та ачасене юта илсе çÿремесĕрех вĕрентме условисем пулни кăмăллă. Шкулта вĕренекен 14 ачана тĕрлĕ енлĕ аталанма икĕ компьютер пур. Учительсем (вĕсем иккĕн) çĕнĕ методика пособийĕсемпе те анлăн усă кураççĕ. Çак çуртрах вырнаçнă садика вара паян 21 ача çÿрет. Пуçламăш шкул–сад директорĕ В. Солдатова каланă тăрăх, кунта хăйĕн пепкисене ярас текенсем татах та пур. Шăпăрлансем валли те мĕн пур хăтлăх çителĕклĕ. Район пуçлăхĕ Н. Глухов малашне ытти хăш-пĕр ялта та пуçламăш шкул садиксем уçасси пирки ыйтăва çивĕчлетрĕ.
Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунне хутшăннисем райпо лавккинче те пулчĕç. Суту-илÿре тавар ассортименчĕ сахал мар. Анчах çак лавккана темшĕн халăх сахал çÿрет-мĕн. Юнашарах уйрăм хуçан лавкки пулни те вĕсемшĕн пысăк конкуренци ĕнтĕ.
Фельдшерпа акушер пунктĕнче район пуçлăхĕ калаçăва пушшех çивĕчлетрĕ. Çак çурта ку таранччен те саккунпа килĕшÿллĕн регистрацилесе кирлĕ документ тутарман. Çавăнпа та малашне те çаплах пулсан Татмăшсем ФАПсăр та тăрса юлма пултарассине пĕлтерчĕ.
Иккĕмĕшпе виççĕмĕш ушкăнсем Кивĕ Катекпе Çĕнĕ Ахпÿртри социаллă-культурăллă объектсенче, Е.Мартышкин фермер хуçалăхĕнче, “Александр” кооперативра пулса вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç. Пĕтĕмлетÿ пайĕ Çĕнĕ Ахпÿртри культурăпа халăх пултарулăх творчествин аталану центрĕнче иртрĕ. Чăн малтанах ял поселенийĕн пуçлăхĕ В. Краснов ялсен социаллă-экономикăллă аталанăвĕ пирки отчет туса пачĕ. Пленарлă ларура ял поселенийĕн пуçлăхĕсене пырса тивекен чылай ыйтăва хускатрĕç. Район пуçлăхĕн çумĕ, строительствăпа обществăлла инфратытăм пай пуçлăхĕ И.Дикин кăçалхи хутмалли хĕллехи тапхăра мĕнле ирттерсе яни, çакнашкал çитес тапхăра хатĕрленес, çак пайри В.Ижедеров тĕп специалист çывăх вăхăтрах ял чиккисене палăртса поселенин генеральнăй планне тăвас, ачасен прависене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăй Д.Гайнуллина йывăр çемьере е тăлăх ÿсекен ачасене тимлĕх уйăрас, райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Т.Полякова ял поселенийĕсем бюджетри укçа-тенкĕпе кирлĕ пек, вырăнлă, вăхăтра усă курас, райадминистрацин экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ Г.Иванова çĕршĕн тата пурлăхшăн кĕрекен тÿлевĕсемшĕн килĕшÿ тăвас ыйтусемпе тухса калаçрĕç, кашниех вĕсене çивĕчлетрĕç, ял поселенийĕн пуçлăхĕсен çав ыйтусемпе пикенсе ĕçлемеллине каларĕç.
Хăй тытăмлăх пуçлăхĕн кунне ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Родина” хуçалăх ертÿçи В.Синеев хутшăнчĕ, хуçалăх ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.
Мероприятие хутшăннисене Çĕнĕ Ахпÿртри культура ĕçченĕсем кăмăллă концертпа савăнтарчĕç.
А. НИКОЛАЕВА.