АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурăнать ялта ăстаçă

02 июня 2010 г.

Тăван çĕр-шыв ăçтан пуçланать; Пĕчĕк çĕр-шывран, çакă вара çарран чупнă вăхăтри ачалăхран пирĕн чун-чĕресенче “çырăнса” юлать. Ку туртăма вара мĕн ĕмĕр тăрăшшĕпех ăшра упратпăр. Виталий Николаевич Курицынăн тăван çĕр-шывĕ – Елчĕк районĕнчи Хирти Пăва ялĕ. Çичĕ çулта чухне Кивĕ Ахпÿрте куçса килнĕрен уншăн кунти вырăнсем тата хаклăрах. Ачалăхĕ, яшлăхĕ, вăтам тата хальхи çулсем йăлтах çак ялпа çыхăннă-çке.

Виталий ача чухне юрлама, йывăçран япаласем ăсталама юрататчĕ. Туçари вăтам шкула çÿренĕ чухне ĕç урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтетчĕ. Ÿссен пысăк та илемлĕ çуртсем лартма ĕмĕтленетчĕ вăл. Çавăнпах-тăр сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Çĕмĕрлери 6-мĕш профессипе техника училищине çул тытрĕ. Тăрăшса, хавхаланса вĕреннĕрен 4-мĕш разрядлă сĕтел-пукан ăсти пулса тухрĕ. Кун пек пысăк разряда 100 ытла вĕренекенрен 12-шĕ çеç тивĕçрĕç. Чи пултаруллисене Приморски крайри Находка хулинчи карапсем тăвакан завода ĕçлеме ячĕç. Икĕ çул хушшинче ăсталăха самаях туптарĕ вăл.

Унтан Виталин салтака кайма ят тухрĕ. Çар тивĕçне пурнăçланă хыççăн тăван яла таврăнчĕ, пĕр вăхăт электромонтерта ĕçленĕ. Салтакран кĕтсе илнĕ савнă хĕрĕпе – Елена Михайловнăпа пĕрлешнĕ хыççăн иккĕшĕ те 2 çул Шупашкарта стройкăра вăй хучĕç. Темшĕн çамрăк мăшăр хула пурнăçне килĕштермерĕ.

1971 çулта Кивĕ Ахпÿрте куçса килчĕç. Виталий Николаевича ялти шкулта ĕç урокĕн предметне шанса пачĕç. Дипломлă специалиста ачасем те хапăлласах йышăнчĕç. Кил-çурт валли кирлĕ япаласем ăсталасси вĕсен чун киленĕçĕ пулса тăчĕ. Ывăс, йĕтĕр, тукмак, пукан – сахал-и тумалли; Çав вăхăтрах Виталий Николаевич класс ертÿçи те пулчĕ. Ăçта кăна экскурсие илсе çÿремерĕ-ши; Пăла шывĕ тăрăх Сĕвене, Шупашкарти музейсене, Улатăрти химлесхоза кайса курнине ачасем халĕ те ырăпа аса илеççĕ. Ултă çул хушшинче асра юлмалли пайтах пулнă-ха та.

Районти йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен комбинатра сĕтел-пукан юсавçи пулнă чухне те çынсенчен тав сăмахĕ сахал мар илтрĕ. Ун хыççăн “Гвардеец” колхозăн катка-пичке цехĕнче, строительство бригадин бригадирĕнче ĕçлерĕ. Виталий Николаевичăн маçтăрлăхĕ, ăсталăхĕ ÿссех пычĕ. Вăлах каменщик, платник, чÿрече хашакĕсем (рама), сĕтел-пукан, алăк, тăрăхла саксем, диван-кроватьсем ăсталать. Ачалăхри ĕмĕчĕ йăлтах пурнăçланчĕ.

Паян вĕсен капмар çурт, 5 стеналлă мунча, хуралтисем чаплă. Килĕнче пысăк мастерской, мĕн чухлĕ ĕç хатĕрĕ. Электропăчкă, сава сасси кĕрлесе çеç тăрать. Вăл çак ĕçсемсĕр пĕр самант та пурăнма пултараймасть. Ĕç ăна ырлăх, телей кÿрет.

Мăшăрĕ те маттур хĕрарăм. Çамрăклах иккĕшĕ пĕрле çурт купалама çÿретчĕç. Нумай çул районти халăх судĕнче, колхозра дояркăра, ĕне ферми заведующийĕнче ĕçлерĕ. Ачисем те ĕçрен правур. Николай таракторист-водитель. Темиçе çул ĕнтĕ халăха севок-сухан акса парать. Ку енĕпе ăна çитекенни таврари ялсенче те çук-тăр. Алина штукатур-маляр, отделочник. Шупашкарта пурăнать.

Виталий Николаевичпа Елена Михайловна ывăлĕн çемйипе пурăнать. Мĕн пурĕ 4 мăнук. Çĕрпе ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх ÿстереççĕ, килĕштерсе пурăнаççĕ. Иртнĕ çул Курицынсем “Çулталăк çемйи” конкурсра çĕнтерчĕç, дипломпа хаклă парнене тивĕçрĕç.

Виталий Николаевичăн тепĕр лайăх енĕ пур. Вăл ял-йышшăн çунакан çын, кирек кама та пулăшма хатĕр. Хăйсен кассинчи çамрăксене пĕрле ĕçлеме илсе çÿрет, ăсталăха хăнăхтарать. Çавăнпах ĕнтĕ урампа шкул ачи иртет-и, ватă çын çул çинче чарăнса тăрать-и Виталий Николаевича пурте сывлăх сунаççĕ, чун-чĕрипе хисеплеççĕ.

В. Мальцева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика