АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци центрне–5 çул

02 июня 2010 г.

Районти тĕп библиотекăра информаци центрне уçни 5 çул çитрĕ. Унăн электронлă ресурсĕсемпе чылайăн усă кураççĕ. Республикăн обществăлла пурнăçне информаци центрĕсем урлă та пĕлме май пулнăран библиотекăсен пĕлтерĕшĕ ÿсрĕ. Ĕçе анлăн сарса пыма конкурссем йĕркелени те пулăшать. Вĕсене районти библиотека ĕçченĕсем те хутшăнаççĕ. Информаци центрĕн ертÿçи М.Хлебникова конкурсăн виçĕ турне хутшăнса республикăра иккĕшĕнче çĕнтерÿçĕ пулчĕ.

Информаци центрĕн ĕçченĕсем информацисемпе усă куракансен ыйтăвĕсене тĕплĕн тишкереççĕ, актуаллă темăсен пуххине йĕркелеççĕ. “Законодательствăри çĕнĕлĕх”, “Юристсем валли çĕнĕлĕхсем”, “Район тата ял: кунран-кун” выставкăсем ĕçлеççĕ.

Центрта кăçалхи район бюджечĕн информациллĕ кăларăмĕ, çурт-йĕр законодательствин нормативлă докуменчĕсем, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕ тата ытти те пур.

Пирĕн çĕр-шывра право информацийĕсене унчченрех пысăк е ăнăçлă аталанса пыракан хуласенче çеç илме май пулнă. Ял çыннишĕн çакă ĕмĕтре çеç пулнă. Паян библиотекăсем вĕсемпе мĕн пур халăха туллин тивĕçтерме пултараççĕ.

Информаци центрĕнчех уçă консультаци пункчĕ ĕçлет. Тĕрлĕ тематикăпа халăха юридика консультацийĕ пама юристсем пырса çÿреççĕ.

Информаци технологийĕсене ĕçе кĕртни пурнăçа малалла яма пулăшатех. Çĕр ĕçченĕсен çулталăкĕнче “Аграри тĕнчи” электронлă çул кăтартакан йĕркеленĕ. Çак темăпа республикăри конкурса хутшăнса виççĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ.

Н.Исаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика