02 июня 2010 г.
Районти ача-пăча библиотеки Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 65 çул çитнине халалланă “Вăрçă çинчен кĕнеке вула” акцие хастар хутшăннă. Çулталăк пуçланнăранпах “Кĕнекере – вăрçă саманчĕсем” кĕнекепе иллюстраци куравĕ ĕçлет. Çитĕнекен çамрăк ăрăва патриотла воспитани парассине шута илсе ачасем валли Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи, çынсен шăпи, салтаксен паттăрлăхĕ çинчен çырнă кĕнекесем хатĕрленĕ. Вĕсемпе ыттисем те паллашма пултараççĕ.
Вулав залĕнче вара “Мухтав сана, çĕнтерÿçĕ салтак” курав уçнă. Кĕнекесенчи тĕп сăнар – паттăр вырăс салтакĕ.
Çамрăк вулакансем ытларах А. Митяев, С. Алексеев, И. Миксан, В. Катаев тата ытти авторсен кĕнекисене юратса вуланă. Акци вăхăтĕнче вĕсен ячĕпе 315 формуляр уçнă.
Акци пуян та нумай енлĕ иртнĕ. Çак тапхăрта литературăпа кĕвĕ, çар лирикин сехечĕсем йĕркеленĕ. Вĕсене Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул ачисем тата искусство шкулĕн работникĕсем хастар хутшăннă.
Библиотекăра чи кĕçĕннисем валли те мероприяти йĕркеленĕ, “Асатте медалĕсем” ятпа литература вулавĕ ирттернĕ.
Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине халалласа ветерансемпе тĕрлĕ тĕл пулу йĕркелени, вĕсен уçă калаçăвĕ пуриншĕн те нумайлăха асра юлĕ.
Т. ТАКМАКОВА,
библиотека заведующийĕ.