АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумĕнче–ăста наставниксем

02 июня 2010 г.

“Физкультурăпа тата спортпа хавхаланни, пахалăхлă апатлану, çÿллĕ шайри культура тата пĕлÿлĕх, эрех- сăра ĕçессине, табак туртассине, наркотиксемпе айкашассине сивлени – чăннипех ăнăçуллă пулас тетĕр пулсан, акă мĕнпе палăрса тăмалла пирĕн, Чăваш Енре пурăнакансен” тесе палăртнăччĕ Республика Президенчĕ Н. Федоров Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура. Шăпах çак енсемшĕн çул уçă пултăр тесе тăрăшать те ĕнтĕ Хирти Пикшикри вăтам шкулти физкультура учителĕ И. Пелеев. Яланах ачасем хушшинче вăл. Çавăнпа паян унпа калаçу пуçартăмăр.

–Тĕрĕсех. Ачасем хушшинче тенине хирĕçлеместĕп. Ĕçĕме ирех пуçăнатăп. Социаллă педагог тивĕçĕсене пурнăçланăран, шкул автобусĕпе кÿршĕ ялсенчен çÿрекенсене илме каятăп. Вĕсене пĕр-пĕринпе сăпайлă калаçма, хисеплеме вĕрентесси çакăнтанах пуçланать. Çулĕ кĕске пулин те хăш чухне юмах яма, пĕр-пĕр предметпа киле панă ĕçе аса илме, викторина ирттерме е тĕнчери лару- тăрупа калаçма та ĕлкĕретпĕр. Ачасен интересĕ пысăк. Телевизор пăхаççĕ, хаçат вулаççĕ.

–Сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси çинчен те калаçатăрах ĕнтĕ вĕсемпе;

–Паллах. Сăмаха ĕçпе çирĕплетме те пултаратăп. Шкулта тĕрлĕ секци ĕçлет. Ытларахăшĕ волейболла, баскетболла, футболла выляма юратаççĕ. Занятисем черетленсе иртеççĕ. Урамра йытă хÿри пăрса çÿремеççĕ вĕренекенсем.

–Класс ертÿçи эсир. Урок хыççăнхи пушă вăхăт тĕллевлĕ иртет-и;

–Калаçусем, викторинăсем, хаваслă стартсем, КВНсем ирттеретпĕр. Тĕрлĕ професси çыннисене тĕл пулăва чĕнетпĕр. Тăххăрмĕшсемпе ĕçленĕрен, экзаменсене хатĕрленессипе те ĕçлетпĕр. Пурнăç çулĕ çине тухма шухăш тытакансене кăмăла каякан професси суйласа илесси пирки калаçу пуçарса кирлĕ сĕнÿ паратпăр.

–Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕпе çыхăну пур–и ;

–Вăл пуртанах класра вĕренÿре юлса пыракан çук. Пĕрлехи мероприятисене те явăçтарма тăрăшатпăр. Спортри урам командисене йĕркелетпĕр. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ, ачисем хутшăнаççĕ. Аслашшĕ- асламăшĕ ăмăртусене хумханса сăнанине те палăртмалла.

–Ирек Алимзянович, хăвăра вĕрентнĕ учительсемпе ĕçлеме кăмăллă пулас.

– Çакăншăн савăнатăп та. Хамăрăн класс ертÿçи пулнă, халĕ директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ Д. Салахова маншăн идеал. Манра та унăн çирĕплĕхĕ, ыйтма пĕлни пур теççĕ. Н.Закиров та наставник шутĕнчех. Пĕр сăмахпа каласан, коллективри чи çамрăк педагог эпĕ. Çавăнпа та мана кирек камран та пулăшу ыйтма çăмăл.

–Шкулта 228 вĕренекен. Предметниксем кашни класс ачисемпех ĕçлеймеççĕ те, мĕншĕн тесен пĕчченшер мар вĕсем. Ирек Алимзянович, эсир кашни класпах ĕçлетĕр курăнать.

–Çапла, хам та юрататăп ачасене. Çитĕнекен ăру та хисеплет. Ĕç ăсталăхĕ вара çулсеренех хушăнса пырать. Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче пĕлÿ пухнă хыççăн пуçăнтăм ĕçе. Вунă çул иртсе пыни сисĕнмерĕ те. Спортпа туслă пулни вăй-хал кĕртсе çеç тăрать.

–Хăвăр тĕслĕхĕрпе ăру çыннисене те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма явăçтаратăр.

–Ял поселенийĕнче çулленех волейбол турнирĕ иртет. Арçынсен командинче Пелеевсем. Ăрăва малалла тăсакан Марс, Ильмир, Ильназ, Ранил пĕрле вылятпăр. Пĕрне пĕри хусканусенченех ăнланатпăр. Спорт вăйлисене юратать. Хамăр тĕслĕхе ыттисем те сăначчăр тетпĕр.

–Ĕçĕн результачĕ пур-и ;

–Вĕренекенсем шашка-шахматла, баскетболла выляса, йĕлтĕрпе ăмăртса пĕр хутчен çеç мар малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Д.Газеев, И.Кисеев, И.Чемеров ирĕклĕ майпа кĕрешес енĕпе лайăх кăтартусем тăваççĕ.

Класпа тĕрлĕ фестиваль- конкурса хутшăннине те палăртмалла. Г. Хасянова, А. Садыкова, Л. Хисамутдинова, Г. Сабирова юрра ăста.

–Хăвăр та “ Классный классный” конкурса хутшăннăччĕ пулас ;

– Класс ертуçи пуçаруллă пулмасан вĕренекенсенчен ыйтаймастăн. Çак шухăша пуçран кăлармастăп. Çавăнпа мероприятисенчен пĕринчен те пăрăнса юлмастăп. Ĕçĕме хаклаччăр тесе мар. Конкурссене хутшăнса хамшăн мĕн те пулин çĕннине, кирлине, усă курма май пуррине тупас тĕллевпе. Вĕсенчен ыттисен ырă ĕç опытне илме тăрăшатăп.

–Çамрăклăхпа уйрăлма васкаманни сире каçхине те çитĕнекен ăру хушшинче пулма май парать.

–Халăх театрĕн коллективĕн репетицийĕсене çÿретĕп. Спектакльсемпе кÿршĕ ялсене те çитетпĕр. Юлашкинчен сцена çине тухнинче ял Совет председателĕн рольне вылярăм. Аслă Çĕнтерÿ 65 çул çитнĕ май хатĕрлентĕмĕр ăна. Вăрçă вăхăтне сăнарласа пама çăмăлах та пулмарĕ.

Иртнĕ çул кулăшла роль лекнĕччĕ.

–Ĕçтешĕрсем сирте малашлăх кураççĕ. Вĕсен шанăçне тÿрре кăларатăрах пулĕ тетĕп.

–Вĕрентекен çулталăкĕнче палăртнисем пурах. Çурт çĕкленет. Çĕр çине ырă ят хăварасси те хамăртан килет- çке. Пурнăçа тĕллевсĕр пурăнса ирттерес теместĕп. Çавă çеç.

–Эппин, ăнăçусем пулччăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика