АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕнеке кăмăллакан кинемей

02 июня 2010 г.

1928 çулхи авăнăн 15-мĕшĕнче кун çути курнă Елена Александровна Кошкина хăйĕн çамрăклăхне, ватлăхне Туçара ирттернĕ, ирттерет те. Хресчен çемйинче, тар тăкса çăкăр çиекен кил-йышра çуралнă. Кун çути курма пилленĕ 11 ачаран тăваттăшне çеç пурăнма пÿрнĕ. Юлашки ачи Елюк пулнă.

1941 çулхине, шăпах вăрçă пуçланнă çул, Мускава вăхăтлăха ĕçлеме кайнă ашшĕ çĕре кĕрет. Çиччĕмĕш класра пĕлÿ пухакан хĕрача, амăшĕ шкул пăрахтарасшăн пулманнине пăхмасăр, колхоз ĕçне хутшăнма пикенет. Аслисемпе пĕрле пĕр ĕçрен юлмасăр çĕнтерĕве çывхартма пулăшать.

Çăмăл килмен, паллах, анчах пуçа усман. Елюк ывăннине пăхмасăр аллине кĕнеке тытма кăмăлланă. “Саспа вулама ун ухне те, халĕ те юратмастăп”,–тет вăл. Хутла пĕлмен амăшĕ хĕрĕ çине ăмсанса пăхнă, саспа вулама тархасланă. Амăшне кÿрентересрен хăраса килĕшнĕ хĕр ача. Хăш чухне пуçа кĕменрен çав кĕнекене тепĕр хут алла илнĕ.

Пурнăç вара малаллах шунă. Ĕçчен те сăпайлă хĕре ялти маттур яш Анатолий Аркадьевич куç хывнă. 8 ача çуратнă вĕсем, иккĕшĕ çамрăклах çĕре кĕнĕ. Каярахпа мăшăрĕ те чире пула пурнăçран уйрăлнă. Паян Елюк аппан 5 хĕр те 1 ывăл. Кайăк та ÿссе çитсен йăваран вĕçсе тухса каять. 4 хĕрĕ тĕрлĕ çĕре саланнă. Ларисăпа Марина Ульяновск облаçĕнче тĕпленнĕ. Асли ветеринари врачĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Марина–секретарь-машинистка. Вĕсем мăшăрĕпе выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ, вĕлле нумай тытаççĕ.Света Санкт-Петербургра пурăнать, медсестра. Надя Елчĕк районне качча тухнă, поварта тăрăшать.

Килте халĕ Елена Александровна Альбина хĕрĕпе, Гера ывăлĕпе, Люба кинĕпе, Володя тата Валерий мăнукĕсемпе пурăнать. Мăнукĕсем тенĕрен,12-ĕн вĕсем тата 3 кĕçĕн мăнук.

“Ытларах ĕлĕкхи пурнăçа сăнлакан авторсен кĕнекисене кăмăллатăп”,–тет ватă. Хăшне-пĕрне темиçешер хут та алла илет, çĕнĕ кĕнекесене тирпейлĕ тытма тăрăшать. Вĕсене хăйне шанса парса янăшăн курмассерен тав сăмахĕ калать.

Маларах Елюк аппа темиçешер экземпляр хаçат-журнал çырăнса илнĕ. “Тăван Атăл”, “Ялав”, “Капкăн” журналсене упраса хăварайманшăн пăшăрханать. Паян та почтальона чăтăмсăррăн кĕтет. “Хыпар”, “Авангард” “Çамрăксен хаçачĕпе” “Чăваш хĕрарăмне” ылмаштарса çырăнса илет. “Тăван Атăл” тата “Ялав” библиотекăра пур. Ури сурнăран кĕнекесемпе ватта мăнукĕсем тивĕçтерсе тăраççĕ.

А.КУЗНЕЦОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика