02 июня 2010 г.
Туçа шкулĕнче пĕлÿ пухать Ирина Глинкина. Иккĕмĕш класс çеç пĕтерчĕ пулин те Хисеп грамотисемпе Мухтав хучĕсем темĕн чухлех унăн. Ытларахăшĕ юрласа малти вырăна илнисем. Шкулти кашни концертрах савăнтарать вăл, районта иртекен конкурссене те нумай хутшăнать. Ирина хăйĕн пултарулăхĕпе халиччен сахал мар çынна тыткăнлама пултарчĕ.
Акă, Анат Туçа ялĕнче салтак арăмĕсене медальсемпе чысларĕç. Пĕчĕк концерт хатĕрлерĕç. Унта Ирина та хутшăнчĕ. Хĕр пĕрчи “Пукане” юрă шăрантарчĕ.
Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче искусство шкулĕн преподавателĕн Д. Ванинăн ăсталăх каçĕ пулчĕ. Унта Ирина икĕ юрă юрласа савăнтарчĕ.
Хĕрача республикăра иртекен чăваш халăх эстрада юррисен “Мехел” конкурсне те хутшăнчĕ. Хăйĕн вĕрентекенĕн питне хĕретмерĕ. Çепĕç сассипе унта та палăрчĕ.
Патăрьелĕнчи ÿнер шкулне вокал уйрăмне юрлама çÿрет. Пĕчĕк пулин те пĕлет Ирина: ÿркенсен нимĕн те пулмасть. Çавăнпа та тăрăшать. Юрланипе анчах çырлахмасть. Г. Рубцова пулăшнипе аккардеонпа калама вĕренесшĕн.
Лара-тăра пĕлмест вăл: кашни япалана хăйĕн куçĕпе курма, хăлхипе илтме тăрăшать.
Юрăçă пулмах çуралнă пуль Ирина.
И. АСТРАХАНЦЕВА.