АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт хыпарĕсем

02 июня 2010 г.

Патăрьелĕнчи “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕнче вăтам шкулта вĕренекенсен хушшинче ишессипе спартакиада иртнĕ. Хĕрсем – 25, яшсем 50 метрлă дистанцинче ăмăртнă. Пĕрремĕш тата иккĕмĕш вырăнсене хĕрсенчен Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулти Я. Васюткинăпа С. Мышина, виççĕмĕш А. Сорокина тухнă. Каччăсенчен малти икĕ вырăна Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул представителĕсем, М. Ялуковпа А. Тинюков, виççĕмĕшне Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти Д.Поляков йышăннă.

Хутăш эстафетăра чи лайăх вăхăт Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулти ишевçĕсем кăтартнă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул спортсменĕсем – иккĕмĕш, Туçари шкулта вĕренекенсем виççĕмĕш тухнă. Пухăннă пур вăхăта пăхнă хыççăн тÿресем Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул команди – пĕрремĕш, пĕрремĕш вăтам шкул – иккĕмĕш, Туçасем виççĕмĕш вырăнсене йышăннине палăртнă.

х х х

Ача-пăчапа çамрăксен спорт шкулĕнче йывăр атлетика енĕпе ăмăрту иртнĕ. Унта спорт шкулĕсене çÿрекен хĕрсемпе каччăсем хутшăннă. Мероприятие уçнă чухне çамрăк штангистсене ача-пăча тата çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ В. Платонов, Раççей спорт мастерĕ Н. Трифонов саламланă. Хăйсен виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕсем Н. Зимин тренер-преподаватель вĕренекенĕсен ушкăнĕнчи ачасем пулчĕç. Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта (тренерĕ С. Платонов), Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулта (тренерĕ Н. Трифонов) ăс пухакансем те лайăх результатсем кăтартрĕç.

А. Афанасьев.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика