02 июня 2010 г.
Вăхăт тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать. Туçари вăтам шкулта вĕрентекен Л. Каргина тин кăна 17 ачана пĕрремĕш класа йышăнчĕ. Вĕсене вулама, çырма, кăткăс задачăсем шутлама хăнăхтарчĕ, çут çанталăк илемне курма, пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентрĕ. Унтанпа тăватă çул иртсе кайрĕ, сыв пуллашма та вăхăт çитрĕ. Çак ятпа ачасем Людмила Анатольевна пулăшнипе пысăк концерт кăтартрĕç.
Кĕçĕн класран вĕренсе тухакансене шкул директорĕ П. Шашкин саламларĕ, малашне тата та маттуртарах пулма сунчĕ. Кайран ачасем ашшĕ-амăшне, ытти вĕренекенсене, учительсене юрри-ташшипе савăнтарчĕç, хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Концерт пурне те килĕшрĕ.
Тепĕр кунне ачасем ашшĕ-амăшĕпе пĕрле экскурсие кайрĕç.
Л. Каргина хăйĕн вĕренекенĕсемпе сыв пуллашнă чухне уйрăлма йывăррине, йывăрлăх сиксе тухсан яланах пулăшма хатĕррине каларĕ. Ачасем те юратнă учительницине ăс панăшăн тав турĕç.
О. ПАВЛОВА.