АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕ ачисемшĕн питне хĕретнĕ

05 июня 2010 г.

Район администрацийĕ çумĕнчи адмкомиссин черетлĕ ларăвĕнче 21 ĕç пăхса тухнă. Вĕсенчен улттăшĕ «Чăваш Республикинчи административлă право йĕркине пăсни çинчен» калакан саккунăн 10 статйипе çыхăннă. Çак статья уйрăм хуçалăхпа пурăнакансем харпăр хăй çурчĕ умĕнче, вĕсене тивĕçмен ял поселенийĕн çĕрĕ çинче тĕрлĕрен строительство материалĕ, ăпăр-тапăр сапаласа вырттарнишĕн айăплать. Шел пулин те ку тĕлĕшпе пурин ăнланулăхĕ те çитмест-ха.

Асăннă саккунăн 24.1 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшÿллĕн комиссинче чылай ашшĕ-амăшĕн питне хĕретме, явап тытса штраф тÿлеме тивнĕ. Сăлтавĕ пурин те пĕрре: иртнĕ çул вĕçĕнче йышăннă çĕнĕ саккуна пăхăнмасăр çул çитмен ачасем каçхине 22 сехет хыççăн ашшĕ-амăшĕсĕр урамра тĕлли-паллисĕр çÿресе йĕрке хуралçисен аллине çакланни. Кун пек тĕслĕхсем çуллахи каникул вăхăтĕнче те пулма пултараççĕ. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн ачисемшĕн яваплăха ÿстермеллех.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика