05 июня 2010 г.
Ачасен çуллахи ĕçпе канăвне кăçал районта пысăк тимлĕхпе йĕркелесе ирттерме палăртнă. Çак ĕçе уйрăмах йывăр условисенче пурăнакан, тăлăх, ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă, усрав çемйинче, нумай ачаллă йышра пурăнакансене, тĕрлĕрен конкурссемпе ăмăртусенче пысăк хастарлăх кăтартнисене явăçтараççĕ.
Кăçал шкул çумĕнчи сывлăх сиплев лагерĕсенче 855 ача канĕç. Ĕçпе кану лагерĕсене пулăшса район бюджетĕнчен 179600 тенкĕ укçа уйăрнă. Унсăр пуçне ачасем хула тулашĕнчи икĕ лагерьте канма пултараççĕ. Ачасен пĕр ушкăнĕ халĕ пĕрремĕш сменăра канать.