АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш Ене – черетлĕ грант

05 июня 2010 г.

Республика Президенчĕ Николай Федоров Мускавран пĕлтернĕ тăрăх, Раççей Правительствин Председателĕ Владимир Путин алă пуснă хушупа килĕшÿллĕн Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен 2008 çулхи ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх чи лайăх кăтартусемшĕн Чăваш Ене 50 млн тенкĕлĕх грант уйăрса пама йышăннă.

Президент çакна та пĕлтернĕ: Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар хулисем тата Шупашкар районĕ валли йăлари хытă каяшсен полигонне тумалли проект тĕлĕшпе Федераци экологи, технологи тата атом надзорĕн службин патшалăх экологи экспертизи ырласа пĕтĕмлетÿ панă. Аса илтерни вырăнлă: çак проекта кăçалхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Шупашкарта пулнă май В. Путин премьер та ырланăччĕ.

Чăваш Ен Финминĕн кăтартăвĕсем тăрăх, регион влаçĕсен ăнăçлă ĕçне хакласа 2008 çулта хушма 205 млн. тенкĕ панăччĕ ĕнтĕ. Çав укçана çĕр-шыв Правительстви Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен ĕç тăвакан влаç органĕсен 2007 çулхи ĕç-хĕлне анлăн хакланине тĕпе хурса уйăрнăччĕ. Республикăн 2006-2008 çулсенчи регион финансĕсене реформăламалли программине пурнăçланă май 2007-2008 çулсенче федерацин 149,7 млн. тенкĕлĕх грантне илни те Чăваш Ен бюджет укçипе тухăçлă усă курнине, унăн финанс тытăмĕн уçăмлăхне çирĕплетет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика