05 июня 2010 г.
Майăн 25-мĕшĕ тĕлне республикăра кĕрхисен 64 проценчĕ (74530 гектар) пĕтни паллă. Уйрăмах тулă сиенленнĕ (89,6 процент). Хуçалăхсем çавна май 273 миллион тенкĕлĕх тăкак тÿснĕ (пĕр гектар пуçне 3663 тенкĕ).
Республикăра кĕрхи культурăсен 76 пин гектарне (65 процент) страхланă-ха, анчах страхлав йĕркипе юрăхсăра тухнă кĕрхисен лаптăкне тепĕр хут акса хăварнăшăн çеç тăкаксене саплаштараççĕ.
Патăрьел районĕнчи хуçалăхсем уйрăмах шар курнă, кĕрхи культурăсен 98 проценчĕ сиенленнĕ. Шăмăршă, Комсомольски тăрăхĕсенче те лару-тăру йывăр.
ЧР ПА пресс-служби.