05 июня 2010 г.
Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли кун Туçари вăтам шкулти сывлăха çирĕплетмелли лагере çÿрекен çитĕнекен ăрушăн чылайлăха асра юлĕ. Ирхи зарядка хыççăн апатланса вĕсем шкул умне тухрĕç. Асфальт çине пурăпа телейлĕ ачалăха палăртакан ÿкерчĕксем турĕç. Унтан пуçланчĕ вара вăйă-кулă, тĕрлĕ конкурс. Лагере çÿрекенсене шкул директорĕ П.Шашкин, лагерь начальникĕ В. Белков, Л. Глинкина воспитатель уяв ячĕпе саламларĕç. Çак вăхăта ВДПО инструкторĕ А. Андреева та килсе çитрĕ. Ачасемпе пушар хăрушлăхĕ çинчен калаçу ирттерчĕ, пушар сÿнтермелли хатĕрсемпе паллаштарчĕ. Виçĕ ушкăна уйрăлса вăхăтпа пушар шлангне салатса пуçтарчĕç вĕренекенсем. Витресене шыв тултарса кăвайта сÿнтерчĕç. Ыйтусене хуравларĕç. Вĕсене тĕрĕс хак пама, командăсен балĕсене шутлама шкулти географи учителĕ Л. Карягин та пулăшрĕ. А.Шашкин, К. Салмина, А.Козлов пуринчен те маттуртарах пулчĕç.
Вăййа хутшăннă команда членĕсене А. Андреева пĕчĕк парнесемпе хавхалантарчĕ.
А. Астраханцев.