05 июня 2010 г.
Хирти Пикшикре пурăнакан Хамдеевсем патне пырса кĕрсенех кил хуçисем ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕç. Вазых Зарифулловичпа Гельдифа Абдулловна иккĕшех пурăнаççĕ, тунсăхласран ялти мăнукĕсем килсе тăраççĕ. Шăкăл-шăкăл, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни тÿрех курăнать, ĕçре пиçĕхни те паллă. Иккĕшĕ те “Герой” колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă. Вазых Зарифуллович Ленин тата Хĕрлĕ Ялав орденсене, медальсем, Хисеп хучĕсем илме тивĕçнĕ. ЧАССР Верховнăй Совечĕн саккăрмĕш созывĕн депутачĕ те пулнă. Хаçат вулаканĕсене паян кил хуçи кун-çулĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тетпĕр.
–Эпĕ чирлĕ выртатăп пек, атте ман çине пăхса тăчĕ-тăчĕ те вăрçа тухса кайрĕ. Те чăнах та хамах ас тăватăп, те анне каласа панипе кăна асра юлнă,– тет 1938 çулта çуралнă Вазых Зарифуллович. Ун хыççăнхи, 1941 çулта кун çути курнă Вагиз, ашшĕ ăшшине 5-6 уйăх кăна курнă. Каялла таврăнма, ачисене пăхса ÿстерме пÿрмен кил хуçине, Аслă Аттелĕх вăрçинче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă вăл. Ывăлĕсен вара ачалăхĕ те ир вĕçленнĕ, ашшĕн тĕревĕ çукки кашни утăмра сисĕннĕ. Вуннă тултарнă-тултарманах Вазых колхоз хирне ĕçлеме тухнă. Малтан лашапа кĕлте турттарнă, хушнă ытти çĕре кайнă. Кăшт ÿсерехпе вăкăр кÿлме тытăннă. Ялти шкулта 7 класс таран вĕреннĕ хыççăн малалла ăс пухма кайма шухăшламан. Хăйне чăн-чăн арçын, амăшĕн пулăшуçи вырăнне хурса тăван хуçалăхрах вăй хума тытăннă.Çакăн чухне пĕрремĕш хут вăрман кăларма кайнă, терт-нушине курнă. Çур аки, вырма чухне лашапа МТСран çунтармалли-сĕрмелли материал турттарнă, тÿрех тракторсем патне хире кайнă. “Хурçă ут” мĕнле ĕçленине пăхса тĕлĕннĕ, механизаторсене ăмсаннă. 1957 çулта вара хăй те Канашри механизаци шкулне вĕренме кĕрет. Алла документ илнĕ хыççăн тăван ялне таврăнать. Пĕр тапхăр плугарьте, слесарь-мотористра тăрăшать. 1960 çулта хăй ДТ-52 маркăллă трактор рулĕ умне ларать, 29 çул тимлет.
–Пирĕн патăрта трактористра Треньел çынни, Николай Муськин ĕçлетчĕ, эпĕ ун патĕнче плугарьте вăй хураттăм. Питĕ маттур та тăрăшуллăччĕ, унран нумай вĕрентĕм. Кайран та пурнăç тăршшĕпех лайăх çынсем тĕл пулчĕç. Трактористсен бригадирĕ В.Тихонов пирки те ырăпа кăна калас килет,–тет В.Хамдеев. Вĕсенчен тĕслĕх илсе пынипех пуль Вазых Зарифуллович ака е вырма, е хĕллехи кун вăрмана каймалла–канăçне пĕлмесĕр вăй хунă. Ахальтен мар 1966, 1968, 1977 çулсенче “Чăваш АССРĕн чи лайăх механизаторĕ” ята тивĕçнĕ. Районта сухаçăсем хушшинче ирттерекен ăмăртура та малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. 1973 çулта ĕçри çитĕнĕвĕсене пысăка хурса хакланă. СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Вазых Зарифулловича Ленин орденĕпе наградăланă.
–Ку ордена мана Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Председателĕ Семен Матвеевич Ислюков çактарса ячĕ. Ун чухне мĕнле хумханнине сăмахпа та каласа пама çук,–тет В.Хамдеев.
Тракторист ĕçĕ çăмăл мар. Техника хуть хăçан та çĕмрĕлме пултарать, ăшă-и, сивĕ-и, ăна юсамалла. Хирте е вăрманта шăнасси те часах, пурте çыннăн сывлăхне хавшатаççĕ. Вазых Зарифуллович та радикулитпа вăйлах аптăракан пулать, мăшăрĕ пырса тăратмасăр вырăнтан та хускалайман кунсем сахал мар пулнă. Чир ăна Туçари участок больницине илсе çитерет, В.Никитина тĕп врач пулăшнипе ура çине тăрать. Паян та вăл Вера Федоровнăна ырăпа асăнатать.
Çулсем пĕр вĕçĕм шăваççĕ, пĕрин хыççăн тепри хыçа юлаççĕ. Вазых Зарифуллович Именкасси хĕрĕпе, Гельдифа Абдулловнăпа мăшăрланни те çитес çул çур ĕмĕр çитет. Иккĕшĕ 6 ача, 4 ывăлпа 2 хĕр пăхса ÿстернĕ. Пĕри те эрех-сăрапа иртĕхменни, пурнăç çулĕпе тĕллевлĕ утни вĕсене савăнтарать, хавхалану кÿртет. 12 мăнукĕ вĕсемшĕн–хĕвел пайăркисем. Çулĕсем çамрăках пулмасан та ĕне, пăру, чăх–чĕп усраççĕ. Ĕçре пурнăç вăйне кураççĕ.
О.Павлова