05 июня 2010 г.
Шкулта вĕреннĕ çулсем – ачасем çут çанталăкри япаласемпе пулăмсене пĕлесшĕн ерипен хăйсен пĕлĕвĕпе ăсталăхне, хăнăхăвĕпе пурнăç опытне аталантарнă хĕрÿ ырă вăхăт.
Кĕçĕн классенче ачасем яланах хавхаланса вĕренеççĕ, учитель мĕн хушнине тăрăшса пурнăçлаççĕ. Класра вĕсемшĕн пурте интереслĕ, кашни кунах мĕн те пулин çĕннине пĕлнипе вĕсем хăйсем те кăмăллă, ашшĕ-амăшне вулама-çырма, шутлама вĕреннипе савăнтараççĕ. Вăхăт иртнĕ май вĕренни обществăшăн усăллă пулнине хăйсем ăнланса илеççĕ. Ответлăха туякан ача лайăх вĕренет, шкул пурнăçĕнчи йĕркесене пăсмасть.
Анчах пурте пĕр пек интересленсе вĕренмеççĕ. Ача шкулти йĕркесене часах хăнăхаймасть. Ашшĕ-амăшĕнчен чылайăшĕ, ачисене шкула яма хатĕрленĕ май, килтех вулама-çырма вĕрентет, анчах та харпăр хăй тĕллĕн ĕçлеме, тăрăшуллă, йĕркеллĕ пулма, кун йĕркине çирĕп тытса пыма тата ытти тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарса пыма манать. Ăшă вырăн çинчен вăхăтра тăма хăнăхни те ачан малаш пурнăçĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене букварь вулама вĕрентни вĕсене шкулта малалла вĕренме пулăшнăн туяççĕ. Анчах та кашни страницăрах, саспаллисемсĕр, сăмахсемсĕр пуçне, ÿкерчĕксем те пур-çке. Вĕсемпе усă курса та учитель пĕрремĕш класра вĕренекенсен сăмах йышне ÿстерет, ăс-тăнне аталантарать, шухăша çыхăнуллă каласа пама вĕрентет, хамăр таврари япаласемпе, пулăмсемпе паллаштарать.
Халĕ вара шкула çÿреме пуçличченех букварьпе, унăн пĕрремĕш страницинчен пуçласа вĕçне çитиччен паллашнă ача пирки шухăшласа пăхар-ха. Учитель пĕрремĕш урокра çак букваре уçсанах “Эпĕ кăна вуланă. Эпĕ кăна пĕлетĕп” тенине илтме пулать. Кун йышши ачасен малашне букварьпе, çавăн пекех вĕренÿпе интересленесси чакса пырать. Килте вулама вĕрентнĕ май, ашшĕ-амăшĕн вĕсене тĕрлĕ вăйăпа – лотопа, касса кăлармалли саспаллисемпе, саспаллиллĕ кубиксемпе тата ыттипе те усă курма вĕрентсен, питĕ лайăх пулмалла. Букварь вара ачашăн юратнă кĕнеке пулса юлтăр.
Хамăр таврари япаласемпе пулăмсене сăнанă чухне ача умне тĕрлĕ ыйту тухса тăрать. Унăн вара вĕсем çинчен камран та пулин ыйтса пĕлес туртăм çуралать. Хăш-пĕр чухне ача хăйĕн айван ыйтăвĕсемпе йăлăхтарсах çитерет. Анчах та вĕсене хуравламастăр пулсан, хăвăрăн тимсĕрлĕхе палăртатăр, унăн хăвăрпа кăмăлтан калаçас ĕмĕтне сÿнтерме пултаратăр.
Шкул программи кĕçĕн классенче вĕренекен ачана интереслентерекен пур тĕрлĕ ыйтăва та хурав пама пултараймасть.
Çапла вара хăйĕн ыйтăвĕсене шкулта тивĕçтереймен ача килте ашшĕ-амăшĕнчен ыйтса пĕлме тăрăшать. Çавăнпа та эсир унпа тĕрлĕ тема çинчен час-часах калаçма çирĕп йĕрке тăвăр. Нихăçан та ачасем çĕнĕ хыпарсене хаçат-журнал, телевизор пăхса пĕлеççĕ тесе лăпланса ан ларăр.
Ачан пултарулăхĕпе тавракурăмне аталантармалли тата унăн пĕлÿшĕн çунма хавхалантармалли чи кирлĕ мелсенчен пĕри вăл – харпăр хăй тĕллĕн вулама хăнăхтарни. Класран класа куçса пынă май кĕнекесемпе интересленес туртăмĕ те ÿссе пырать. Хăвăрт вулама вĕренсе çитсен ача нумай вулама тăрăшать. Шăп çавăн чухне вара ăна юрăхлă кĕнекесем суйласа илсе памалла. Ача вулама тăрăшнине хаклăр. Вăхăтран вăхăта кĕнекесем туянăр та парнелĕр, библиотекăна çÿреме хавхалантарăр. Ача хăй вуласа тухнă кĕнеке çинчен кама та пулин каласа патăр тесе тăрăшăр. Хăш-пĕр чух ашшĕ-амăшĕ ачи шкула çÿреме пуçличченех ăсчах пултăр тесе тăрăшать. Вĕсене мухтаччăр, унăн пĕлĕвĕпе пултарулăхне курса тĕлĕнччĕр тесе, ун çинчен хавхалансах тăванĕсене, пĕлĕшĕсене каласа параççĕ. Ывăлĕ е хĕрĕ шкула кайма пуçласанах, хăш-пĕр ашшĕсемпе амăшĕсем хăйсен ачине вĕренÿре тÿрех тĕлĕнмелле пысăк çитĕнÿсем тутарасшăн. Лайăх вĕренме пулăшас тĕллевпе, вĕсен чăн-чăн пултарулăхне пĕлмесĕр, пиçихипе те тивертсе илеççĕ тата урăхла айăплама та именмеççĕ. Шкула ăсатса янă чухне : “Виççĕ илсен, киле те ан кил!” тесе хытарса яни те хăрушшăн илтĕнет. Ашшĕ-амăшĕ хăйсен ачисене яланах, пур çĕрте те малтисен ретĕнче курма тăрăшнине ырламалла та, ăнланмалла та. Анчах ăна темĕнле тăрăшсан та пурнăçлама май килмест пулсан, вăл сиен çеç кÿрет. Эсир хăвăра çав ача вырăнне лартса пăхăр-ха. Шăпах çакăн пек чухне ĕнтĕ вăл хăйне юлташĕсенчен катăкрах туйма пуçлать, ашшĕ-амăшне курайми пулать, унăн вĕренес кăмăлĕ те сÿрĕкленет.
Ашшĕ-амăшĕ ачисене тĕплĕ шухăшласа пăхмасăр пулăшни те сиенлĕ. Калăпăр, ăна вĕренÿри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма, хăй тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарас вырăнне уншăн задача шутлаççĕ, çырса та параççĕ.
Ĕçе лайăх тусан тата уншăн мухтасан эпир те, çитĕннисем, питĕ кăмăллă. Ача тăрăшнине тата çитĕнĕвĕсене вăхăтра асăрхаса тăрса тивĕçлĕ хак парсан çеç çакăн пек ырă туйăмсене вăратма пулать. Уйрăмах кĕçĕн класра вĕренекеннисем тимлĕ е сÿрĕк пулнине часах туяççĕ. Вĕсем вĕренÿри юлташĕсен ашшĕ-амăшне курсан ăмсанаççĕ. Çакна яланах асра тытмалла: ывăлĕн е хĕрĕн шкулти ĕçĕсем çинчен калаçма, учительпе тĕл пулма ашшĕ-амăшĕн вăхăт тупмаллах.
Ашшĕ-амăшĕ ачисен вĕренĕвĕпе пачах интересленменни вĕсен вĕренес яваплăхне чакарать.
Ачан вĕренÿри çитĕнĕвĕсене лайăхлатас тесен, ăна кану кирли çинчен те ан манăр. Уроксем пĕтнĕ хыççăн вăхăта интереслĕ ирттермелле. Кашни ачан хăйне уйрăм туртăмĕ, интереслĕ, юратнă ĕçĕсем пур. Вăл тантăшĕсемпе пĕрле пуласшăн, хăйĕн пултарулăхне кăтартасшăн.
Ача мĕнле вĕренни, унăн шкулти çитĕнĕвĕсем чылай чухне килти лару-тăруран та нумай килеççĕ. Вĕренме условисем çук пулсан, вăл киле панă ĕçсене пурнăçлаймасть, унăн вĕренес туртăмĕ чакать. Çавăнпа та ачана яланхи ĕç вырăнĕ туса парăр. Ачан урокĕсене хатĕрлемелли вăхăтне палăртăр. Киле панă ĕçсене тунă вăхăтра хуçалăхри тĕрлĕ ĕç хушса ан чăрмантарăр. Кĕнеке вулакан ачана пÿлни те ăна шухăшлама, ĕçе кал-кал тума, вуланине ăнланма чăрмантарать. Ку вара нерв системишĕн те сиенлĕ. Çапла вара унăн тимлĕхĕ чакать, вăл часах ывăнакан пулать. Тĕплĕн шухăшласа тунă кун йĕркине çирĕп пурнăçласа пырсан çеç ача шкулта та лайăх вĕренет, ашшĕ-амăшне те пулăшать.
Шăплăх пирки те шухăшлăр. Телевизора чарăр. Ача вĕренекен пÿлĕмре ан калаçăр.
Пĕтĕмлетсе каласан, ĕç ăнăçлăхĕ пĕтĕмпех ача вĕренекен шкултан, вăл пурăнакан çемьерен килет. Çемьепе шкул хушшинчи çыхăнăва çирĕплетме ачасене яланах тĕрĕслесе, пулăшса тăма вăя ан хĕрхенĕр.
Л. НИКОЛАЕВА,
Первомайскинчи вăтам шкулти кĕçĕн классене вĕрентекен.