АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă хĕрĕн пурнăçĕ

05 июня 2010 г.

Кашни çыншăн пурнăçăн хаваслă та илĕртÿллĕ, телейлĕ, çав вăхăтрах шухăшсăр пайĕ–ачалăх пулмалла пек. Анчах шел пулин те тĕрлĕ çыннăн шăпи мăйăрпа йĕкел пекех ăрасна. Пăлапуç Нурăсĕнче пурăнакан Мария Романовна Иванова хăйĕн ачалăхне аса илсен çине-çинех ассăн сывларĕ. Çăмăл мар ăна чи йывăр вăхăтсене куç умне кăларса тăратма.

Марье аппа, Çĕньял хĕрĕ пулнăскер, вăрçă пуçлансан, 1941 çулхи хура кĕркунне çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ ăшшине, хÿтлĕхне вăл пĕр кун та курман, туйман, ун чĕрçи çине хăпарса ларса та ачашланайман. Амăшĕ каласа панăран çеç пĕлет ăна. Вăрçăра пин-пин салтакăнни пекех, унăн пурнăçĕ синкерлĕ татăлнă. Тăватă ачана пĕччен çитĕнтернĕ хĕрарăм. Нуши-терчĕ, йывăрлăхĕ сахалах пулман. Амăшĕн пĕччен иккенне пăхмасăрах хуçалăхне те тытса пымалла, ачисене выçлăхран çăлса хăвармалла, çие питĕрес тесе мĕн те пулин тумлантармалла...

–Эпир сывă юлччăр тесе анне мĕн кăна тумастчĕ-ши; Çĕрнĕ улма, тĕрлĕрен курăк вăрри, çăка çулçи пуçтарттаратчĕ. Вĕсенчен пĕçернĕ шÿрпе сĕтеклех марччĕ пулин те хырăм тултарма йăлтах çисе яраттăмăр. Çăкăр татки алла лексен савăнăç пекех туяттăмăр. Вăрçă тапхăрĕпе унăн хыççăнхи çулсене чăтса ирттернисене пурне те чăн паттăрсем тесе калас килет,-аса илет М.Иванова хăйĕн пурнăçĕнчи чи йывăр самантсене.

Малашнехи пурнăçĕ те пылпа услам çу çисех иртмен. Çемьере арçын тĕревĕ пулманран, мĕн çамрăкран ĕçе кÿлĕнме тивнĕ ачасен. Марье те сакăр-тăхăр çултах аслисемпе тан тырă та вырнă, хуçалăхри ытти ĕçсене те пурнăçланă. Икĕ алла пĕр ĕç пултăр тесе çамрăклах ялти фермăна пăру пăхма вырнаçнă. 15 çул ĕçленĕ вăл кунта. Каярахпа бригадирта та тăрăшнă.

Ирçе каччипе çемье çавăрнă хыççăн хăйĕн ĕç стажне Пăлапуç Нурăсĕнче малалла тăснă. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕне-выльăх ферминче ĕçленĕ. Мария Романовнăн пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 41 çул. Çак сахал мар вăхăтра вăл хăйне кирек мĕнле ĕçре те яланах ырă енĕпе çеç кăтартнă. Çавăнпах ĕнтĕ Çĕньял хĕрĕ ют çĕрте те пысăк хисеп çĕнсе илнĕ. 70 çул тултаракан хĕрарăм паян та правур çÿрет. Кашни çулах вăл “Малалла” хуçалăхра çĕр улми касма хутшăнать.

Пушă вăхăта усăсăр ирттерни Мария Романовнăшăн пысăк айăплав тÿснипе тан. Темĕнле çи-пуç та ăсталаса çыхать вăл, эрешлесе тĕрлет. Сăмах май каласан, Пăлапуç Нурăсĕнче хальхи вăхăтра та хĕрарăмсем каçхине улах лараççĕ. Анчах та килте мар, ялти клубра. Унта çамрăксем те, аслăраххисем те çÿреççĕ. Пĕрле алă ĕçĕ тăваççĕ, ĕлĕкхи тата хальхи юрăсене шăрантараççĕ. В.Козлова пенсионерка, сăмахран, вĕтĕ шăрçапа тĕрлĕрен эреш тума ăста.В.Носкова, М.Лашманова, И.Алексеева, И.Андреева тата ыттисем те кашни каç тенĕ пекех ял клубне ларма тухаççĕ.

А.ЕГОРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика