АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ

09 июня 2010 г.

Июнĕн 7-мĕшĕнче райадминистрацин залĕнче район депутачĕсен Пухăвĕн 33-мĕш ларăвĕ иртнĕ. Ăна Пуху председателĕ М. Петров ертсе пынă.

Ларура кун йĕркинчи тăватă ыйтăва пăхса тухнă. Райадминистрацин финанс пайĕн пуçлăхĕ Т. Полякова пĕрремĕш тата иккĕмĕш ыйтусемпе – Патăрьел районĕнчи бюджетри право хутшăнăвĕсене йĕркелесси тата Патăрьел районĕн 2010 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртесси çинчен доклад туса панă.

Кун йĕркинчи виç-çĕмĕш ыйту – “Чăваш Республикинчи Патăрьел районĕнче 2010-2020 çулсенче гражданла хÿтĕлеве аталантарасси, çут çанталăкран килекен тата техногенлă характерлă инкексене чакарасси çинчен” калакан районти тĕллевлĕ комплекслă программăна улшăнусем кĕртесси. Кун пирки район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай начальникĕ Г. Каллин тухса калаçнă.

Ларура ытти ыйтусене те пăхса тухнă, тивĕçлĕ йышăну тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика