11 июня 2010 г.
Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен Д. Газиев ирĕклĕ майпа кĕрешес ăсталăхне тăваттăмĕш класранпах туптать (тренерĕ – ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ А. Камалетдинов). Дилшод республикăра çеç мар, Раççей шайĕнчи спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса пысăк кăтарту тăвать. Çакăншăн выпускника республикăри ирĕклĕ майпа кĕрешекенсен федерацийĕн президенчĕ, РФ Патшалăх Думин депутачĕ П. Семенов диплом парса чыс тунă.
Нумай пулмасть вара вăл шкул ачисем хушшинче ирĕклĕ майпа кĕрешессипе ЧР Президенчĕн кубокне çĕнсе илес тĕлĕшпе ХII Спартакиадăра район командин чысне ăнăçлă хÿтĕленĕ. Патăрьелĕнчи ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн дирекцийĕ Д. Газиева спортри пысăк çитĕнÿсемшĕн, хастарлăхшăн Хисеп грамотипе наградăланă.