11 июня 2010 г.
Туçари Çветтуй Троица ячĕллĕ чиркÿ çумĕнче иккĕмĕш эрне ĕнтĕ вырсарни шкулĕ ĕçлет. Православи тĕн йăли-йĕркине çамрăкранах ăша хывас текенсем сахалăн мар. Кашни кун унта 30-35 ача çÿрет. Чиркÿ настоятелĕ Николай атте пĕлтернĕ тăрăх вĕсем хушшинче ясли-сада çÿрекен ачасем те пур. Чи асли, Ангелина (пачăшкăн хĕрĕ), 7-мĕш класа куçнă. Вăл ертсе пынипе ачасем кĕлĕ хушшинче стадиона уçăлма каяççĕ, тĕрлĕрен хускану вăййисем ирттереççĕ. Ачасем кунне икĕ хутчен вĕри апат çиеççĕ.
Вырсарни шкулĕн ĕçне матушка Елена йĕркелесе пырать. Ачасем кĕлĕсенче пулнисĕр пуçне уроксенче православи тĕнĕн историйĕ пирки вĕренеççĕ, пушăрах чухне чиркÿ таврашĕнче ĕçлеççĕ. Çуллахи каникул вăхăтне çапла усăллă ирттернĕшĕн ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те кăмăллă.