АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккунсăр тунă сарайсенче пушар тухнă

11 июня 2010 г.

Патăрьелĕнчи патшалăх çуртĕнче пурăнакансем вăхăтĕнче чылайăшĕ выльăх-чĕрлĕх усрас тĕллевпе саккунсăр майпа сарайсем тунă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри кивелнĕ те. Киров урамĕнчи 42-мĕш çуртра пурăнакансен картишĕнче те çакнашкал сарайсем пур. Иртнĕ эрнекун çак çурт таврашĕнчи икĕ сарай çуннă. Пушар хуралĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, сăлтавĕ каллех пĕчĕк ачасен асăрханусăрлăхĕпе çыхăннă.

Çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕ çеç пулин те районта çынсен тимсĕрлĕхне пула типĕ курăка, çÿп-çапа вут хыпса илнĕ тĕслĕхсем тăватă хутчен пулнă. Ку тĕлĕшпе чикарккă туртакансен пушшех асăрханмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика