18 июня 2010 г.
Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн 7507Ÿ079 номерлĕ Патăрьелĕнчи хушма офисĕ, “Фердинанд-Моторс”” автосалон тата “Росгосстрах” страхлакан компани йĕркеленипе ра-йон центрĕнче “Авточупу” консультаципе презентаци кунне ирттерчĕ.
Ют çĕр-шывра кăларнă çăмăл автомашинăсене пахалама Перекет банкĕ умне йышлăн пуçтарăнчĕç. Район пуçлăхĕ Н. Глухов Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем хуçалăхра тĕрлĕрен техника тытассипе республикăри кăтартуллă районсенчен пĕри пулнине каларĕ. Чылайăшĕ вара автомашинăсене банк çăмăллăхĕпе усă курса туянать. Авточупăва хутшăнакан автомашинăсене те çапла майпах туянма, вĕсене çийĕнчех страхлама та май пурри пирки “Фердинанд-Моторс” автосалон представителĕ А. Пиняев, Раççей Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕн 7507Ÿ079 номерлĕ Патăрьелĕнчи хушма офисĕн заведующийĕ А. Григорьев каласа пачĕç.
Кун каçа чаплă автомашинăсемпе кăсăкланакансем йышлăн пулчĕç, чылайăшĕ вĕсен вăрттăнлăхне пĕлес тĕллевпе çÿресе те пăхрĕç.
Авточупу кăмăллă иртрĕ. Кунĕпе банк умĕнче хаваслă кĕвĕ-юрă янăрарĕ. Юлашкинчен авточупăва хутшăннисенчен чи телейлисем парнесем выляса илчĕç.
А. НИКОЛАЕВА.