АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЯЛ СПОРТСМЕНĕСЕМ ĂМĂРТРĕç

18 июня 2010 г.

Аслă Çĕнтерÿ 65 çул тултарнине тата Республика кунне халалласа Патăрьелĕнчи çĕнĕ стадионта çĕртме уйăхĕн 24-25-мĕшĕсенче çуллахи ял спорт вăййисем иртĕç. Юхмапа Пăла тăрăхне республикăн пур районĕнчен те пуçтарăнĕç спортсменсем. Çакнашкал ăмăртусене пĕрремĕш хут Чăваш Енре 2001 çулта йĕркеленĕ.

Ял çыннисем волейбол, чушкăлла выляс, сĕтел çи теннис, стритбол, армспорт, кĕрешÿ, пукан йăтасси, çăмăл атлетика, вĕрен туртас енĕпе тупăшĕç. Çавăн пекех ĕне сăвакансем, механизаторсем, курăк çулакансем хушшинче те ăмăрту иртĕ.

Çак кунсенче çуллахи ял спорт вăййисемшĕн яваплă çынсем Патăрьелне ларăва пуçтарăннă. Унта район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Р. Селиванов, Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕн çумĕ А. Яковлев хутшăннă, йĕркелÿ ыйтăвĕсене пăхса тухнă.

А. ИВАНОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика