18 июня 2010 г.
Шкул ачисен хаваслă каникул тапхăрĕ малалла тăсăлать. Хальхи вăхăтра районти чылай шкулта ĕçпе кану лагерĕсем ăнăçлă ĕçлеççĕ. Хирти Пикшикри вăтам шкулти “Симĕс планета” лагерь ĕçĕпе те ашшĕ-амăшĕ кăмăллă. Отрядри вожатăйсем ачасен кашни кунне асра юлмалла йĕркелеме тăрăшаççĕ. Çак кунсенче çеç, сăмахран, вĕсем ял мечĕтне тунăранпа 180 çул çитнине паллă тунă уява хутшăннă.
Ачасене мечĕт историйĕ, мăсăльман тĕн йăла-йĕрки пирки С. Гинатуллина учительница каласа пани питĕ килĕшнĕ. Кĕлĕ хыççăн лагере çÿрекенсем “çавра сĕтел” тавра ларса уçă калаçу ирттернĕ, техĕмлĕ чей ĕçнĕ.