18 июня 2010 г.
Июнĕн 13-мĕшĕнче, вырсарникун, Туçари стадион мĕн каçченех хаваслă вăйă-кулă сассинчен лăпланман. Кунта çак поселенине кĕрекен сакăр ял çынни пĕрлехи уява пуçтарăннă. Ака-суха хыççăнхи савăнăçа пайлама пуçтарăннисене ял поселени пуçлăхĕ Н. Перепелкин, райадминистрацин гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ Г. Каллин, “Тойси”, “Звезда” хуçалăхсен ертÿçисем Г. Рубцовпа В. Кузнецов, АПК предприятийĕсемпе хутшăну йĕркелекен пай специалисчĕ И. Васильев саламланă.
Уяври чи кăсăклă самант – килти хушма хуçалăхра усă куракан тĕрлĕ çулхи техникăсен парачĕ.
Ялсен пĕрлехи уявĕнче спортсменсем ăмăртусенче тупăшнă, кăмăллакансем хаваслă концерт программипе киленнĕ.