18 июня 2010 г.
Çĕньялти вăтам шкулти 4-мĕш класра вĕренекенсем нихçанхинчен те капăр тумлă тата савăк кăмăллă. Вĕсен уяв: кĕçĕн класран вĕренсе тухни çинчен “аттестат” илеççĕ. Маттур ачасем нумай кунта. Акă Женя Пазитов вĕренÿре “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ конкурса, олимпиадăна хутшăнать. Кăçалхи вĕренÿ çулĕн пĕтĕмле-тĕвĕсем тăрăх Женя “Шкулти чи лайăх вĕренекен” конкурсăн “Кĕçĕн классем хушшинчи чи пултарулли” номинацире çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçрĕ. “Юлашки шăнкăрав” уявĕнче шкул дирекцийĕ ăна дипломпа тата хĕрлĕ хăюпа чысларĕ. Екатерина Шихранова та Женьăран юласшăн мар, пур предметпа та “5” паллăпа ĕлкĕрсе пырать, обществăлла ĕçре хастар. Ирина Езюкова, Аня Мурзукова, Валерия Петрова дневни-кĕсенче те “4” тата “5” паллăсем кăна.
Уявра тăваттăмĕшсем çинчен нумай ырă сăмахсем каларĕç. Вĕсем хăйсем те учительсем валли ăшă сăмахсем хатĕрленĕ, хитре юрăсем шăрантарчĕç. Уйрăмах Кристина Ильина юррисене итлеме кăмăллă. Вăл ĕнтĕ класс солистки ятне çĕнсе илнĕ, концертсенче яланах уçă сассипе килентерет.
Уява ашшĕ-амăшĕ те пурте килнĕ. Вĕсем ачасен ÿсĕмĕнче класс руководителĕн Т. Антонован ырми-канми ĕçне, ачасемшĕн тăрăшнине курчĕç. Ашшĕ-амăшĕ ячĕпе В. Мурзукова сăмах каларĕ.
Татьяна Владимировнăн ăсталăхĕ çулсерен ÿссе пырать. Хăй те вăл вĕрен-тÿри çĕнĕ технологисене алла илме тăрăшать. Кăçал аслă пĕлÿ илни çинчен диплом хÿтĕлерĕ. Педагогикăри Антоновсен династийĕн виççĕмĕш сыпăкри учительне ачасем те, ашшĕ-амăшĕ те хисеплет.
Юлашкинчен уява пухăннисем 4-мĕш класс пурнă-çĕпе паллаштаракан пуян содержаниллĕ, паха презентаци пăхса савăнчĕç.
М. МАДЮКОВА,
шкул директорĕн воспитани енĕпе
ĕçлекен çумĕ.