АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни ача шăпи шутра пултăр

18 июня 2010 г.

Ачасене эпир яланах “хамăрăн пуласлăх, малашлăх” тесе хаклатпăр. Анчах та çапла пултăр тесен пирĕн, аслисен, чăн малтан вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пурнăçра кирлĕ вырăн суйласа илме пулăшмалла. Уйрăмах çул çитмен ачасене пысăккисен канашĕ, витĕмĕ, тĕрĕслевĕ кирлĕ. Ачан характерĕ çирĕпленсе çитиччен ăна пур енлĕ тĕрĕс воспитани пама тăрăшмалла. Шел пулин те, паян пирĕнпе юнашар йывăр шăпаллă, унта-кунта çапкаланса çÿрекен ачасем пулни шухăшлаттарать те, пăшăрхантарать те. Воспитани парас тĕлĕшпе тĕрлĕ органсенче ятарласа шута илнĕ ачасем пирĕн районта та пур. Республикипе вĕсем татах та нумай. Çакна тĕпе хурса ĕнтĕ Чăваш Республикинче ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе районсенче те уполномоченнăйсен представителĕсене çирĕплетнĕ. Эпĕ Патăрьел ял поселенийĕн депутачĕ пулнă май, ку енĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи представитель шутланатăп. Çавăнпа та паян манăн пĕр тĕллев çеç: кашни ача шăпи шутра пултăр, ача ăнăçлă çемьере сывлăхлă та тĕреклĕ çитĕнтĕр, шкулта кирлĕ пĕлÿ, воспитани, пулăшу илтĕр. Çак ыйтусене туллин пурнăçа кĕртсе пырас тĕллевпе эпир райадминистрацин вĕрентÿ пайĕнчи ачасен прависене сыхлас енĕпе тимлекен тĕп специалисчĕпе, ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин районти хÿтлĕх пайĕн ĕçченĕсемпе, райшалĕçпайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен инспекторĕсемпе, ра-йонти хĕрарăмсен канашĕпе ăнланса ĕçлетпĕр. Малашне çак яваплă ĕçе ял поселенийĕн пуçлăхĕсене те явăçтарасшăн. Вĕсемпе тата вырăнти депутатсемпе пĕрле ялсенчи ăнăçсăр, йывăр условисенче пурăнакан çемьесене çитсе курасшăн, шутра тăракан тăлăх ачасен пурнăçĕпе, вĕсен социаллă лару-тăрăвĕпе паллашасшăн, май пур таран кашнине пулăшу парасшăн. Çакнашкал ĕçе районта пуçланă тесен те юрать. Нумай пулмасть çеç эпир Çĕнĕ Ахпÿрт ял поселенийĕнчи тăватă çемьере пулса çул çитмен ачасем мĕнле условисенче пурăнса воспитани илнипе паллашрăмăр, вĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли мероприятисене палăртрăмăр. Пикшик ял поселенине кĕрекен пĕр ялти çул çитмен арçын ачан çемьери условине тĕпченĕ хыççăн вара ăна районти больницăна вырнаçтарса сиплесе кăлартăмăр. Çемьере ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ çитменрен ача йăлтах сывлăхран хавшаса çитнĕ, ăспа та юлташĕсенчен юлса пыма пуçланă, вăл пуринчен те ютшăннă, хăйне мĕскĕн тытнă. Кĕçĕн класра вĕренекен çак ача уйрăм шутра. Унăн пурнăç условине эпир малашне те çирĕп контроллесех тăратпăр.

Паян эпир пурăнакан общество малашне те пуян та тĕреклĕ пултăр тесен чăн малтан пирĕн пуласлăх валли пур енлĕ тĕреклĕ, ăслă-тăнлă, пултаруллă ачасем пăхса çитĕнтермелле. Çакă вара пĕрин çеç мар, пурин тивĕçĕ те.

Д. ГАЙНУЛЛИНА,

Патăрьел ял поселенийĕн депутачĕ,

ачасен правине хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен уполномоченнăй.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика