АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăр çулсем манăçмаççĕ хучĕпе пĕтертĕм

18 июня 2010 г.

Йывăр çулсем манăçмаççĕ хучĕпе пĕтертĕм. Анчах хам ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртеймерĕм, малалла вĕренме каяймарăм.

Мана 14 çул тултарнă хыççăн “Звезда” колхозăн ача садне заведующи пулма сĕнчĕç. Эпĕ нумаях шухăшламарăм, килĕшрĕм.

Садикра икĕ çултан пуçласа 7 çула çитичченхи 34-35 ача. Вĕсене кунне виçĕ хутчен апат пĕçерсе çитермелле. Катюк аппапа иксĕмĕр сăра хуранĕпе çăнăх шÿрпи пĕçереттĕмĕр. Унта çĕр улми те, çу таврашĕ те яман. Тепĕр чухне тăвар та пулман. Çавăнпа сĕтеклĕрех пултăр тесе çăнăх шÿрпине нумайччен вĕрететтĕмĕр.

Апатне вара лаçра пĕçереттĕмĕр. Унта урайне сарман. Ларса çиме хăмаран сĕтел-пукан çапса тунă. Выртса канма колхозăн кивĕ пÿрчĕ пурччĕ. Вăйсăр ачасене унта канма йăтса кĕрсе йăтса тухаттăмăр. Выçăпа касăхнăскерсенĕн алли-ури типсе ларнă, хă-шĕсен шыçса кайнă. Хырăмĕсем кÿпĕнсе тăраççĕ. Вĕсем амăшĕсемшĕн те “ытлашши” ачасем пулчĕç-тăр, каçхине те пырса илместчĕç, мĕншĕн тесен килĕсенче нимĕн çимелли те пулман. Вун икĕ кунта хавшаса пырса ултă ача вилчĕ. Вĕсене шелленипе питĕ хурланса йĕреттĕм.

Çав çулсенче темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттернĕ. Пĕррехинче апат пиçнĕ хыççăн катка кăшăлĕ татăлса кайрĕ те шÿрпи юхса тухрĕ. Эпир сиссе те ĕлкĕреймерĕмĕр, ачасем урайĕнчи шÿрпене хăшĕ ывăçпа, хăшĕ тирĕкпе сыпаççĕ. Çара урисем пиçесрен вĕсене каялла кăларасшăн, анчах кăлăхах. Нумай та вăхăт иртмерĕ, урайĕнче нÿрлĕ вырăн çеç тăрса юлчĕ. Çакнашкал пăшăрханусем тата мĕн чухлĕ пулман-ши;

В. КИДАНОВА, Пăлапуç Пашьел ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика