18 июня 2010 г.
Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей кунĕнче, Николай Федоров Президент, Раççей Федерацийĕн Шутлав палатин председателĕ, “Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ” общество организацийĕн çум председателĕ, çăмăл атлетика енĕпе СССР спорт мастерĕ Сергей Степашин, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Граждан, уголовнăй арбитраж тата процесс саккунĕсем енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ, “Раççей юрисчĕсен ассоциацийĕ” общество организацийĕн правленийĕн председателĕ Павел Крашенников хăвăрт утакансен Раççей чемпионатне уçма хутшăннă.
Ăмăртăва Раççейри нумай регионтан 200 яхăн спортсмен килнĕ. Чăваш Енрен – 40 ытла çын.