18 июня 2010 г.
Муркаш районĕнчи “Ударник” хуçалăхра ĕнесене машинăпа сăвакан операторсен тата выльăх-чĕрлĕхе искусствăлла майпа пĕтĕлентерекен техниксен республикăри конкурсĕ иртнĕ. Ăмăрту тĕллевĕ – паха опыта сарасси тата выльăх ĕрчетекенĕн ят-сумне çĕклесси. Конкурса чи пултаруллă специалистсем, район çĕнтерÿçисем пуçтарăннă.
“АПК аталанăвĕ” наци проекчĕ хута кайнăранпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕнче те ырă улшăнусем пулса иртнĕ. Çак тапхăрта республикăра выльăх-чĕрлĕх фермисене тума, реконструкцилеме 3,8 миллиард тенкĕлĕх çăмăллăх кредичĕ илнĕ. Палăртнă 82 объектран 72-шне хута янă ĕнтĕ.