АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Табакпа иртĕнетĕн – сывлăхна хавшататăн

18 июня 2010 г.

Çыннăн ĕмĕрĕ ахаль те вăрăм мар, çакăн пирки шухăшламасăр ăна тĕрлĕ наркăмăшпа тата кĕскететпĕр. Юлашки çулсенче ÿпке, сывлав органĕсен чирĕсемпе нушаланакансен шучĕ ÿссе пырать. Сăлтавĕ – пирус туртни.

Шăршлă тĕтĕм туртаканăнне кăна мар, унпа юнашар пурăнакан çынсене те сиенлет, организмне хавшатать. Чирлĕ çыннăн ĕçлеслĕхĕ те чакать, çемье бюджечĕ те ытлашши тăкак курать, пуласлăх та тĕтреллĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров: “Чăваш Ен чечеклентĕр, ăнăçлăх хуçалантăр тата çынсем тивĕçлĕ шайра пурăнччăр тесен: “Чăваш ен табаксăр” формулăпа пурăнмалла”, – тенĕ. Усал йăлана сивлесе кăçалхи майăн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин ертÿçи табак туртассине хирĕçлесе хушма йышăнусем те кăларнă. Хушăва пурнăçа кĕртес тĕллевпе республикăра видеоконференци иртрĕ. Унта Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану, Вĕрентÿ, Экономика аталанăвĕ, Культура, Спорт министерствисен представителĕсем, райадминистраципе больница ĕçченĕсем, журналистсем хутшăнчĕç. Пресс-конференцие Республикăн стратеги аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канашĕн председателĕ В. Кузнецов ертсе пычĕ.

Паян пирус тупасси йывăрлăх кăлармасть, кашни лавккара, киоскра туллиех. Сутуçăсем те çитĕнекен ăрăвăн çулне пăхмасăрах ăна ним мар сутма пултараççĕ. Республикăра ачасенчен мĕншĕн пирус туртни пирки ятарласа ыйтăм ирттернĕ. Чылайăшне никотин тути кăсăклантарни, аслăрах курăнас килни, ахальтен кăна тата паллашмалли мел пулни палăрнă. Табак çыннăн организмне мĕнле сиенленине пĕлсе тăрса çамрăксем шăршлă япалана çăвара чикме хăраманни чăннипех те шухăшлаттарать.

Ачасем пур çĕрте, вĕсем çÿрекен учреждени территорисенче пирус туртмалла марри пирки те конференцинче сăмах пуçарчĕç. Спортпа табак килĕшÿсĕр пулни те каламасăрах паллă. Малашне тренерсем, физкультура учителĕсем категорине ÿстерме килсен сиенлĕ йăлапа туслă пулнипе пулманнине те пăхассине пĕлтерчĕç.

Республикăра яш-кĕрĕме, çитĕнекен ăрăва пирусран сивĕтес тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти ирттерсех тăраççĕ. Пирĕн районта та ку тĕлĕшпе сахал мар ĕçлеççĕ. Пур фельдшерпа акушер пункчĕсенче, çемье офисĕсенче, тĕп больницăн поликлиникинче Сывлăх шкулĕсем йĕркеленĕ. Çулленех “Пирус туртма пăрах” акци иртет, унта волонтерсем пируса конфетпа улăштараççĕ, ятарлă буклетсем параççĕ. Çавăн пекех майăн 31-мĕшĕнче районти тĕп больницăра “Уçă алăксен кунĕ” иртнине, сиенлĕ йăларан хăтăлас тĕллевпе 10 çын пынине, шанчăк телефонĕ ĕçленине пĕлтерчĕ видео-конференцие хутшăнакансене Патăрье-лĕнчи тĕп больницăн врач наркологĕ Н. Надина. О. ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика