23 июня 2010 г.
Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн нумай тытăмлă залĕнче “Чăваш Ен – пирĕн пĕрлехи кил” ыйтупа “çавра сĕтел» иртнĕ. ЧР культура министрĕ Роза Лизакова ертсе пынă мероприятие ЧР Президенчĕ Николай Федоров, РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин депутачĕ Валентин Шурчанов, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Михаил Михайловский, ЧР вĕренÿ министрĕ Галина Чернова, Чăваш наци конгресĕн активĕ, Федерацин патшалăх статистика службин Чăваш Ен территори органĕн ертÿçи Эльвира Михайлова, ЧР Культура министерстви çумĕнчи Национальноçсен ĕçĕсен канашĕн членĕсем, республикăри наци культура пĕрлĕхĕсемпе обществисен пуçлăхĕсем, тĕн çыннисем, журналист-сем хутшăннă.
“Çавра сĕтеле” хутшăнакансем Чăваш Ен пĕрлехи кил пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплентнĕ, çав “çурта” малашне те ырлăх, ăнăçу суннă.