23 июня 2010 г.
Республика кунĕ умĕн, июнĕн 19-мĕшĕнче, район центрĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ уçăлчĕ. Савăнăçлă мероприятие район пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министрĕ В. Муллина, Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ А. Ялуков (ÿкерчĕкре) хутшăнчĕç. Офиса уçнă çĕрте ял халăхĕ, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул вĕренекенĕсем, медицина ĕçченĕсем, строительсем пулчĕç.
В. Муллина министр сывлăх сыхлавĕнче тунă çĕнетÿсем, çавăн пекех хальхи самана ыйтакан медицина центрĕсене уçни, демографи лару-тăрăвĕ лайăхланни, çыннăн пурăнаслăхĕ ÿсни пирки каларĕ. Сиплевпе профилактика учрежденине 150 пин тенкĕлĕх медицина оборудованийĕ валли сертификат пачĕ. “Батыревский” хупă акционерла пĕрлешÿ икĕ камерлă холодильник парнелерĕ.
Çемье офисĕ çак кунах пĕрремĕш пациента йышăнчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, ĕмĕр тăршшĕпех çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тăрăшнă Д. Енилин ветеран сывлăхне тĕрĕслеттерчĕ.
Сиплевпе профилактика учрежденийĕ Патăрьелĕнчи тĕп больницăран 5 çухрăмра вырнаçнă. Офис территорине 930 уйрăм çурт, нумай хваттерлĕ икĕ çурт, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул, “Кĕрсе тух”, “Тав”, “Мечта” лавккасем кĕреççĕ. Ял халăхĕ хушшинче ытларах çитĕннисем: 2302-н. Пациентсене пĕр врач тата виçĕ медсестра йышăнаççĕ. Куллен 30 çынна пăхма пултараççĕ, çавăн пекех кăнтăрлахи стационар валли икĕ койка пур.
Пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне уçни пĕрремĕш пулăшăва хăвăртрах пама, профилактика ĕçне лайăхлатма май парать.
(Хамăр корр.).