23 июня 2010 г.
Кăçалхи пилĕк уйăхра районти çул çинче 13 авари шута илнĕ. Вĕсенче 25 çын аманнă, пиллĕкĕшĕ вилнĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан çул çинче пулакан аварисен шучĕ чакнă. Анчах çав вăхăтрах аманнисем 6 тĕслĕх ÿснĕ, икĕ çын сахалрах вилнĕ.
Чылай чухне çул çинче пулакан пăтăрмахсем водительсем ÿсĕр пулнипе, пысăк хăвăртлăхпа пырса йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă. Çулталăк пуçланнăранпа водитель ÿсĕррине пула пĕр аварие шута илнĕ. Телее, инкекре çыннăн пурнăçĕ татăлман.
Çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманран та час-часах аварисем пулаççĕ. Шута илнĕ çакнашкал вунă тĕслĕхре вун ултă çын аманнă, виççĕшĕн вара пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Çул çинче пурин те тимлĕ пулмалла: ваттисен те, çамрăксен те. Уйрăмах çул çитмен ачасене аслисен çул-йĕр правилисене хăнăхтармалла. Ку тĕлĕшпе шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр патшалăх инспекцийĕн уйрăмĕ тăтăшах профилактика меро-приятийĕсем ирттерет. Çулталăк пуçланнăранпа инспекторсем çул-йĕр правилине пăснă 3180 тĕслĕхе шута илнĕ. Вĕсенчен 94 водитель руль умне ÿсĕр ларнипе лекнĕ. Пилĕк уйăхра милици сотрудникĕсемпе пилĕк рейд, 4 операци йĕркеленĕ.
А. ПЕТРОВ,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул çÿрев
хăрушсăрлăхĕн
патшалăх инспекцийĕн
начальникĕ.