АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв умĕнхи ырă пулăм

23 июня 2010 г.

Уява Раççейĕн Аслă муфтийĕ Шейх-уль-ислам Талгат Таджутдин, Раççей Аслă муфтийĕн пĕрремĕш çумĕ, Чăваш Республикинчи Мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Альбир-хазрат Крганов, район пуçлăхĕ Николай Глухов, Чăваш Президенчĕн канашçи – “Республикăри капиталлă строительство управленийĕ” патшалăх унитарлă предприятийĕн директорĕ Энвер Аблякимов, пĕтĕм тĕнчери тутарсен конгресĕн ĕçтăвком председателĕ Ринат Закиров, Чечен Республикин Чăваш Республикинчи полномочиллĕ представителĕ Салман Майрукаев, Атăлçи федераллă округĕн Чăваш Республикинчи тĕп федераллă инспекторĕ Руслан Тихонов, ЧР Культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, Раççейри çирĕме яхăн регионти муфтисем ытти нумай-нумай хăна хутшăннă. Тĕп Собор йĕри-тавра вунă пине яхăн халăх пуçтарăннă.

Пысăк уяв парнесĕр пулмасть. Раççейри Аслă муфтие Пăлхар хулине ÿкернĕ кавире парнеленĕ хыççăн строительство организацийĕсен подрядчикĕсем З. Халитовпа Р. Абдулвалеев тĕп мечĕте уçни çинчен пĕлтерсе хĕрлĕ хăйăва каснă.

Виçĕ хутлă тĕп Собор мечĕтне харăсах пин çын ытла вырнаçать. Хăтлă кĕлĕ Соборĕ умĕнче илĕртÿллĕ фонтан вырнаçтарнă. Каçхине мечĕте йĕри-таврари хитре çутăсем капăрлатĕç. Шалти пайне те ĕлĕкхи сĕме усă курса тунă.

Çавăн пекех стадионта Сабантуй иртнĕ, Тутарстан артисчĕсемпе пĕрлех Шăнкăртам ял поселенийĕн пултарулăх ушкăнĕсем те пуçтарăннисене хавас кăмăл парнеленĕ. Спорта юратакансем тĕрлĕ ăмăртусенче тупăшнă.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика