23 июня 2010 г.
Лаша 12-18 уйăх тĕлне ÿссе çитнĕ шутланать. Анчах та ăна пĕтĕлентерсе хăмлаттарма 3 çула çитсен кăна юрать. Тĕрĕссипе, лаша 4-5 çитиччен ÿссе аталанать тесе шутлаççĕ.
Пĕтĕлентерме лайăх аталаннă, çирĕп хул-çурăмлă, сывă, ăрăтлă ăйăр суйласа илмелле. Йăх тăсмалли лашан та çирĕп, лайăх сывлăхлă пулмалла. Мĕншĕн тесен çамрăк тиха сывлăхĕ амăшĕн сывлăхĕнчен нумай килет. Çак сăлтава пулах лашана пĕтĕлентерес умĕн лайăх тăрантарма тăрăшаççĕ, ăна йывăр ĕçе кÿлмеççĕ.
Чупасшăн пулнă лашан температури ÿсет, вăл пĕрмаях кĕçенет, апат начар çиет. Вăл ăйăр патне пырать, унран ютшăнмасть. Кÿлсен те начар ĕçлет, хăвăрт ывăнать. Çак тапхăр 5-7 куна пырать.
Лаша хăмланă хыççăн тепĕр 6-10 кунтан чупасшăн пулать. Çак вăхăтра пĕтĕлентерни шăпах вăхăтлă, ăнăçлă пулать. Лашана вăл чупасшăн пулнă кун каçхине е тепĕр ирхине чуптарма юрать. Ăна кашни икĕ талăкра пĕрре: 4-мĕш, 6-мĕш, 8-мĕш кунхине пĕтĕлентермелле.
Пĕтĕленнĕ лаша хăйне лăпкă тыткалама пуçлать: ăйăра хăйĕн патне ямасть, апат лайăх çиет. Лаша 340 кун пĕтĕ çÿрет. Яланах тенĕ пек пĕр тиха туса парать. Тиха лаша е ăйăр пуласси амăшĕ мĕнле ĕçре пулнинчен нумай килет: кÿлсе çÿрекен лашасем нумай чухне лаша тиха, юлан утпа çÿрекеннисем ăйăр хăмлаççĕ.
Хăмлас умĕн 2 уйăх юлсан пĕтĕ лашана пачах ĕçлеттерме пăрахаççĕ.