АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Питĕрсенче хĕвел шевли вылянтăр

23 июня 2010 г.

Хамăрăн та кукамай-асанне çулне çитме вăхăт çитсе пырать пулин те темиçе çул каялла пĕлÿ панă учительсене çав-çавах çамрăк тăратас килет. Те хисепĕ вĕсем патне пысăк пулнăран, те час-час курса тăма май килнĕрен, пĕртте ватăлмаççĕ те, улшăнмаççĕ те пулас вĕсем.

Клавдия Николаевна тĕк пек вĕçтерсе кĕретчĕ класа. Биологи вĕрентнĕрен çут çанталăк илемне туйма хăнăхтаратчĕ. Мĕн чухлĕ сăнав-тĕпчев туман-ши шкул пахчинче; Хитре çеçке çуракан чечексен лаптăкĕсем хăйне уйрăмччĕ. Кабинетсенчи чÿречесем те чечек савăчĕсемпе тулнăччĕ. Кашнийĕн çинчен çăвара шыв сыпнă евĕр итлемелле илĕртÿллĕ каласа пама пĕлетчĕ вăл.

Иван Ефремович урокĕнче те шăна вĕçни илтĕннĕ. Тĕрĕслев сехечĕсенче ретпе рет хушшипе пĕр шавсăр утса çÿреме юрататчĕ. Çĕнĕ темăна ăнлантарнă чухне ачасене куçран пăхатчĕ. Часах ăнкарса илейменнисене доска умне кăларса уравненисем шутлаттаратчĕ. Факультатив занятийĕсене ирттеретчĕ. 28-30-шар ачаллă классем паралеллĕччĕ. Юлхавтараххисене тăрăшаканнисен çумне çирĕплететчĕ. Килти ĕçĕсене пурнăçламасан иккĕшне те сăмахĕ тивет-çке. Çавăнпа классенче пĕри – пуриншĕн, пурте пĕриншĕн чĕнÿпе вĕренеттĕмĕр. Мĕншĕн çырас шухăш çуралчĕ-ха Остряковсем çинчен; Вĕрентекен çулĕ пулнăран. Вĕсем хăйсен ĕçне вăхăтĕнче тивĕçлипе туса пыма пултарнăран.

Математика – тĕп предметсенчен пĕри. Пĕр урока сиктерсессĕнех вĕренÿре уксахлама пăхатăн. Ун пеккисем пурнăçра пулаççех. Чире пула пĕрер-икшер кун шкула каяйманни тупăнатех. Вĕсемпе урок хыççăн ĕçлетчĕ Иван Ефремович.

Туçа ялĕнче пурăнаççĕ Остряковсем. Çакăнтах кун çути курнă çемье пуçлăхĕ. Алла аттестат илнĕ хыççăн Канашри учительсен институтĕнче пĕлÿ пухнă. Ун хыççăн Шăмăршă ра-йонĕнчи Виçпÿрт Шăмăршăра ĕçе пуçăннă. Çулталăкран Пуянкассинчи çичĕ класлă шкула ĕçлеме куçнă. Турă çырни те юнашарах çÿренĕ. Клавдия Николаевна пулас мăшăрĕпе пĕр институтрах вĕреннĕ. Пĕр енлĕ направленипе ĕçлеме кайнă. Ĕç вырăнĕсене те сăмах татсах улăштарса пынă. Пĕр çемье çавăрнă. Ача-пăчаллă пулсан вара тăван района таврăнма шут тытнă. Ĕç вырăнĕ Сăкăтра тупăннă. Çакă лайăх та. Çитĕнекен ăрăва кукашшĕ-кукамăш пăхма пулăшнă. Ун чухне хальхи евĕр садиксем ĕçлемен-çке.

Чун ял еннеллех туртать çав. Тивĕçлĕ канăва тухичченхи 12 çулне Кивĕ Ахпÿртри шкулта ĕçленĕ Остряковсем.

Иван Ефремовичпа Клавдия Николаевна 35 вĕренÿ çулĕ класс алăкне уçса урока кĕнĕ. Миçе ача вĕсен ăсне ăша хывнине шутласа та кăлараймăн. Малтанхи çулсенче вĕрентнĕскерсем хăйсем те тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Çакна палăртма та кăмăллă: ашшĕне е амăшне вĕсен ывăл-хĕрне пĕлÿ пама пултарнă вăл. Çавăнпа асли те, кĕçĕнни те пĕлет педагога, тĕл пулмассерен ăшшăн сывлăх сунса пуç таять.

Иртнĕ ĕмĕр çыннисен пурнăçĕ çăмăл пулман. Вăрçă нушине ачаллах ас тивнĕ вĕсем. Выçлă-тутлă çулсене çан-çурăм тăрăх сивĕ чуптармасăрах аса та илеймест ĕç ветеранĕ. Çĕр улми крахмалĕ пуçтарни, вĕлтрен яшки çини кирек хăçан та куç умне чĕррĕн тухса тăрать.

Ачисене ытлă-çитлĕ ÿстерме тăрăшнă Остряковсем. Тăваттăшĕ çемьеллĕ, çуртлă-йĕрлĕ. Оля Костромара пурăнать. Наука ĕçченĕ. Володя Шупашкарта тĕпленнĕ. Гена Канаш хулине вырнаçнă. Светлана яла качча тухнă, сутуçăра ĕçлет. Ăрăва тăсакансем вун пĕрĕн Клавдия Николаевнăпа Иван Ефремовичăн. Мăнукĕсем 5 ача çитĕнтереççĕ. Юбилейсене тăван киле пуçтарăнаççĕ вара. Ватăсемпе тивĕçлипе савăнаççĕ, мухтанаççĕ. Аслисен хăйсем патне илĕртмелли те пурах. Ĕçшĕн панă Хисеп грамотисем, Тав хучĕсем тирпейлĕн упранаççĕ. Тыл ĕçченĕ шутланать Иван Ефремович. Аслă вăрçăн Çĕнтерÿ юбилейĕсене паллă тунă çулсенче медальсем тивĕçнĕ ăна. В.И. Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ май панă юбилей медалĕ те пур. Клавдия Николаевна вара ача амăшĕн медалĕсемпе савăнать.

Шкулти тĕл пулусене чĕнме манмаççĕ ватăсене. Педагог ĕçне пуçăнакан çамрăксене паракан ырă сĕнĕвĕсем те сахал мар вĕсен. Хăйсен тăрăшулăхне пула çын пулнăскерсем Остряковсем. Иван Ефремович 5 çулта чухнех çурма тăлăха юлнă, тăван мар амăшĕпе ÿснĕ. 13 çулта чухнех вăкăрсем пăхнă вăл. Пурнăç йывăртан пĕр çул шкула та сиктернĕ. Вăкăрсене кÿлме вĕрентмелле пулнă. Çакна аслисем те пурте пултарайман.

Пĕрин хыççăн тепри аса килеççĕ халĕ çакнашкал манăçми самантсем. Çуллахи каникула ĕçлĕ ирттернĕ вĕсем. Пĕррехинче çĕрле çĕкĕрт хуралне кайнă. Ял лăплансан унта милици начальникĕ çитнĕ. Ялти ача-пăча йĕрке хуралçинчен шикленетех. Пытанса ларнă. Çын çуккине кура пакунлă çын тырра миххе тултарнă та машина çине хурса кайнă. Çакна паянхи кунчченех вăрттăнлăхра тытнă Иван Ефремович. Укçи-тенки кирлĕ-çке. Ĕçлемеллех пулнă. Институтра пĕлÿ пухнăшăн 300 тенкĕ тÿлеме тивнĕ.

Вĕреннĕ çын пулас ĕмĕчĕ ачаранах пулнă педагогăн. 8 класс хыççăн вăл финанс техникумне кайма пуçтарăннă. Шкул директорĕ хи-рĕçленипе çеç вăтам шкул пĕтернĕ.

Институтра вĕреннĕ вăхăтра юлашки çулсенче стипенди пама пикеннĕ. Вăл укçана та çи питĕрме е хырăма тăрантарма ярайман. Пĕтĕмпех налук тÿлеме кайнă.

Тÿрĕ кăмăллă пулни пурнăçра çулĕсене çеç уçса пынă Остряковсенне. Шкул директорĕ вĕсен ĕçне вырăна хурса хакланă. Сăкăтра вĕрентнĕ чухне Мускаври олимпиада таранах явăçтарнă Иван Ефремович хăйĕн вĕренекенĕсене. Ахальтен мар Г. Елкин, С. Ильин, В. Толстов вĕренекенсем педагог сĕнĕвĕсене тĕпе хурса Мускаври М. Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне çул тытнă. Паянхи кун вара В. Белков Туçари вăтам шкулта ачасене пĕлÿ парать. Иван Ефремович вĕрентĕвне пула вăл тĕп хулари аслă шкулти математика факультетĕнчен вĕренсе тухнă.

Пĕртте ахаль лармасть ял çынни. Куçĕ курнă, ури утнă чухне выльăх-чĕрлĕхне тытать, çĕр çинче çимĕç çитĕнтерет. Остряковсем юлашки çулсенче çеç ĕнине качакапа улăштарчĕç. Хăйсене кирлĕ чухлĕ кишĕр, çĕр улми, сухан, севок çи-тĕнтереççĕ.

Çут çанталăк пурнăçра чăтăмлисене, нăйкăшманнисене хăй те пулăшса пырать пулас. Малалла ĕçлемешкĕн вăй хăват парать. Тăххăрмĕш теçеткене пусакан Иван Ефремович çинчен те çавнах калас килет. Сывлăхĕ малашне те ан иксĕлтĕр Остряковсен. Вăхăтĕнче çак йĕркесен авторне те пĕлÿ панăран сăмахăма çапла вĕçлесшĕн:

Чун-чĕрĕре нихçан та

сивĕ ан кĕрейтĕр,

Хĕн-хур валли те

вырăн ан пулайтăр,

Питĕрсенче

хĕвел шевли вылянтăр,

Эсир миçерине

никам та ан калайтăр.

А. АСТРАХАНЦЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика