23 июня 2010 г.
10.00 – 14.00 – “Тĕлĕнтермĕш – ярмарка”.
Районти ял поселенийĕсенчи халăх ăстисен куравĕ. (“Хĕвеллĕ” уçланкă).
12.00 – 12.30 – Республика кунне халалланă мероприятисене сумлă лару-тăрура уçни. (“Хĕвеллĕ” уçланкă).
12.30 – 16.00 – “Вăйă картине тăрса хавас юрă шăратар”. Пĕтĕм Раççейри “Раççей çăлкуçĕсем” XVIII фестивале хутшăнакан пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ. (“Хĕвеллĕ” уçланкă).
10.00 – 14.00 – “Ĕмĕт тÿпене чĕнет” хут çĕленсен фестивалĕ. (Комаров урамĕ).
12.00 – 14.00 – “Ман юратнă çĕр-шыв”. Ачасем асфальт çинче ÿкернĕ ĕçсен конкурсĕ. (“Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕ умĕнче).
15.00 – 17.00 – “Манăн картишĕнчи кĕвĕсем” гитаристсен фестивалĕ. (Кану паркĕ).
10.00 – 15.00 – “Хаваслă мыскарасен кунĕ”.
Вĕрентекен çулталăкне халалланă районти ачасен уявĕ. (Патăрьел ялĕ, Тĕп площадь).
17.00 – 19.00 – “Манăн Чăваш çĕр-шывĕ”. Уçă сывлăшри киносеанс. Чăваш Республикипе Патăрьел районĕн аталанăвне сăнлакан документлă фильмсен ярăмĕ. (Патăрьел ялĕ, Тĕп площадь).
19.00 – 21.00 – “Ылтăн сасăсем” – Чăваш эстрада артисчĕсен концерчĕ. (Патăрьел ялĕ, Тĕп площадь).
21.00 – 22.00 – Чăваш патшалăх филармони пултарулăх ушкăнĕсен “Авалхи сас” музыкăпа театр программи. (Патăрьел ялĕ, Тĕп площадь).
22.00 – 23.00 – Раççей эстрада çăлтăрĕсен уяв концерчĕ. (Патăрьел ялĕ, Тĕп площадь).
23.00 – Уяв салючĕ. (Патăрьел ялĕ, Тĕп площадь).
23.00 – 02.00 – Дискотека. (Патăрьел ялĕ, Тĕп площадь).
Пурне те уява хапăл тăватпăр!